Кăтартусене пĕтĕмлетнĕ
Пирĕн район кăçалхи пĕрремĕш çур çулта япăх мар ĕçленĕ. Пĕтĕм кăтартусем те çакна çирĕплетеççĕ. Промышленность предприятийĕсемпе илсен "Кооператор" ООО, "Агрокабель" акционер обществинче производство ỹсни палăрать. Пĕчĕк предприятисен шучĕ те ỹснĕ. Вĕсем районта 83 шутланаççĕ. Январь - июнь уйăхĕсенче 84,5 миллион тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Çакăн пирки район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков кăçалхи пĕрремĕш çур çул кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсе ирттернĕ пухура каларĕ. Çитĕнỹсем пур, анчах та унпа лăпланса лармалла мар. ЧР Президенчĕн администрацийĕн представителĕ В.И. Максимов та сăмах илчĕ. Вăл кăçалхи çула ЧР Президенчĕ "Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ" тесе палăртнине тепĕр хут аса илтерчĕ. Çавăнпа та ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен культурăна аталантарас тесе çине тăрса ĕçлемеллине палăртрĕ. Октябрĕн 8-мĕшĕнче эпир Чăваш Республикин патшалăх Канашĕн тăваттăмĕш суйлавĕн депутачĕсене палăртатпăр. Унта 44 депутат пулмалла. Вĕсенчен 22-шне парти списокĕпе, тепĕр çуррине пĕр мандатлă суйлав округĕсемпе суйлăпăр. Суйлав ыйтăвĕсемпе ЧР Президенчĕн администрацийĕн представителĕ В.И.Максимов ăнлантарса пачĕ. Пухура "Слава картофелю" агрофирма" ООО учредителĕ А.П.Капитонов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Урожай" колхоз председателĕ А.Н.Ершов, "Тăманлă Выçли кирпĕч завочĕ" акционерлă обществăн директорĕ В.М.Перьев тухса калаçрĕç. Хăйсен умĕнчи çивĕч ыйтусене хускатрĕç, канашсемпе сĕнỹсем ыйтрĕç. Пуху ĕçĕ-хĕлне район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков пĕтĕмлетрĕ.