Ветеран-агрономсемпе тĕл пултăмăр
Ял хуçалăх управленийĕн пуçарăвĕпе июлĕн 28-мĕшĕнче нумай çул ял хуçалăх предприятийĕсенче агрономра ĕçленĕ ветерансемпе тĕлпулу иртрĕ. Унта "Слава" ял хуçалăх кооперативĕн агрономĕнче тăрăшнă, ЧР тава тивĕçлĕ агрономĕ А.Т.Микенин, "Луч" ял хуçалăх кооперативĕнче агрономра вăй хунă С.М.Толстов, "Россия" колхозра ĕçленĕ Н.И. Кошкин, "Восток" колхозра агроном пулнă, ЧР тава тивĕçлĕ агрономĕ Г.В.Катиков, "Красный Октябрь" колхозра вăй хунă, ЧР тава тивĕçлĕ агрономĕ В.Н.Акчурин, "Труд" ял хуçалăх кооперативĕнче тăрăшнă, ЧР тава тивĕçлĕ агрономĕ М.З.Якупов, халĕ "Слава" ял хуçалăх кооперативĕнче ĕçлекен Б.Х.Шамсутдинов хутшăнчĕç. Тĕлпулу умĕн вĕсене хăй кабинетĕнче район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков йышăнчĕ. Малтанах вăл районăн социаллă-экономикăлла аталанăвĕпе паллаштарчĕ. Хăйсем ĕçленĕ хуçалăхсем пирки калаçу пулчĕ. Ун хыççăн вĕсем "Слава картофелю" агрофирма" ООО хирĕсене çитсе курчĕç, унăн пурлăх никĕсĕпе паллашрĕç, çĕрулми тата кишĕр туса илмелли агротехникăпа интересленчĕç. Çỹлерех асăннă агрономсене эпĕ хамăн учительсемех тесе калатăп. 1980 çулта, мана, Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен тин çеç вĕренсе тухнă-скере, вĕсем хăйсен коллективне илчĕç. Вăл вăхăтра пирĕн районти агрономсем, хальхи пекех, республикăра авторитетлисем шутланнă. Ял хуçалăх управленийĕн тĕп агрономĕ пулса З.Г.Орлова ĕçленĕ. Вăл агрономсем мана хăйсен опычĕсене парса çĕрпе ĕçлеме вĕрентсе пынă. 1970-80 çулсенче пирĕн район уй-хир культурисем туса илес енĕпе республикăра çулсеренех малти вырăнсене тухнă. КПСС Центральнăй Комитечĕн, СССР Министрсен Совечĕн тата ВЦСПС ялавĕсене çĕнсе илнĕ. Тĕлпулăва хутшăнакансем хăйсен вăхăтĕнче хастар ĕçленине пĕр тĕслĕх илсе çирĕплетес килет. Вăл çулсенче ял хуçалăх предприятийĕсем паянхинчен 2,5-3 хут нумайрах тырă, 1,5-2 хут ытларах çĕрулми туса илнĕ. Паллах, вăл вăхăтра ял хуçалăхĕнче лару-тăру урăхларах пулнă. Анчах та çакă вĕсен ĕçĕ-хĕлне тивĕç-липе хаклама чăрмантармасть. Енчен те асăннă çулсенче ют çĕршывра ĕçленĕ пулсан, вĕсенчен пуянрах çын пулман та пулĕччĕ. Халĕ вара ветерансем пысăках мар пенсипе çеç пурăнаççĕ. Шел пулин те, сывлăхĕ япăх пулнипе "Заря" колхозра ĕçленĕ, ЧР тава тивĕçлĕ агрономĕ А.Г.Макаров, "Красный Октябрь" колхозра тăрăшнă, ЧР тава тивĕçлĕ агрономĕ Н.А.Козлов тĕлпулура пулаймарĕç. Вĕсен ĕçне хаклама сăмах та çитмест. Районти пĕтĕм çĕрĕçченĕсен ячĕпе вĕсен умĕнче çĕре çити пуç таятăп, вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатăп. Çакăн пек тĕлпулусене малашне тăтăшах ирттересшĕн. Августăн 6-мĕшĕнче вара ял хуçалăх управленйĕн начальникĕнче тата тĕп агрономĕнче чылай çул ĕçленĕ Зинаида Георгиевна Орлова 70 çул тултарчĕ. Çак ятпа ăна чун-чĕререн саламласа сывлăх, телей сунатăп.