Комсомольский муниципальный округ

ĂМĂРТĂРĔÇ, САВĂНЧĔÇ, САЛАМЛАРĔÇ...

Юлашки çулсенче районта физкультурăпа спорта маллалла аталантарас пирки нумай тăрăшни куç умĕнчех. Çулсерен миçе тĕрлĕ кăна спорт ăмăртăвĕ иртмест-ши? Кăçал та физкультурниксен кунне паллă тума стадионра пысăк уяв пулчĕ. Кунта спорта кăмăллакансем чылайăн пухăннă. Чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков сăмах илчĕ. Геннадий Федорович спортсменсене уяв ячĕпе саламларĕ, ăмăртусенче ăнăçу сунчĕ. Районти вĕрентỹ управленийĕн спорт енĕпе ĕçлекен специалисчĕ Е.А.Тихонов кĕскен уяв программипе паллаштарчĕ. Ăмăртусене хутшăнма чылай команда кăмăл туни те савăнтарчĕ. Пĕр харăсах тĕрлĕ енлĕ ăмăртусем пуçланчĕç. Хăшĕсем чупаççĕ, теприсем футболла, волейболла, шашкăлла выляççĕ, виççĕмĕшсем пăшалтан переççĕ, тăршшĕне сикеççĕ. Чупассипе уйрăмах хĕрỹ ăмăртрĕç. Хĕрарăмсен ушкăнĕнче 100 метра чупса Шурут ял поселенийĕн спортсменĕ С.Андреева 1-мĕш вырăна тухрĕ, О.Ласточкина ("Луч" ЯХПК) - иккĕмĕш вырăнта, О.Яковлева (Кайнлăк ял поселенийĕ) - виççĕмĕш. 800 метра чупасси те çăмăл пулмарĕ. 2 минут та 31 çеккунт кăтартупа М.Никитина (Кайнлăк) дистанцие пĕрремĕш чупса тухрĕ, С.Андреева (Шурут) - иккĕмĕш вырăнта, Л.Николаева ("Луч" ЯХПК) виççĕмĕш çитрĕ. Хĕрарăмсем эстафета чупса та ăмăртрĕç. "Луч" ЯХПК команди финиша пĕрремĕш çитрĕ, асанкассисем - иккĕмĕш, явăшсем -виççĕмĕш вырăнта. Унтан арçынсем 1000 метрлă дистанцие тухрĕç. Урмаел ял поселенийĕн спортсменĕ В.Хайрутдинов хăвăрт чупнине палăртмалла. Ю.Никитин ("Луч" ЯХПК) иккĕмĕш çитрĕ, А.Андреев (Шурут ял поселенийĕ) виççĕмĕш вырăнта. Эстафетăра Шурут ял поселенийĕн команди маттур пулчĕ. Урмаелсем финиша иккĕмĕш çитрĕç, шалти ĕçсен пайĕн команди - виççĕмĕш вырăнта. Ветерансем те айккинче юлмарĕç. 60 метрлă дистанцие чупма А.Волков (Нĕркеç), В.Скворцов (Шурут), А.Давыдов (Хирти Явăш) тухрĕç. Финиша А.Давыдов чи малтан çитрĕ, А.Волков - иккĕмĕш, В.Скворцов виççĕмĕш пулчĕç. Мини-футбол вăййи те хĕрỹ иртрĕ. Куракансем нумай пухăннă. Командăсем пĕр-пĕрне парăнасшăн пулмарĕç. Çавна май хăшпĕр командăсен пенальти тапса çеç çĕнтерме тỹр килчĕ. Хĕрỹ тупăшура Комсомольски ял поселенийĕн команди пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ, Александровка ушкăнĕ - иккĕмĕш, шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсем - виççĕмĕш вырăнта. Шашкăлла вылякансем те чылайăн пухăнчĕç. Н.Индюков (Комсомольски) пуринчен те ăста пулни курăнчĕ. В.Кимальдтиновпа (Урмаел) А.Гаврилов (Шурут) ккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Тăршшĕне сикес енĕпе "Луч" ЯХПК спортсменĕсем О.Ласточкинăпа А.Ласточкина чи маттурисем пулчĕç. М.Никитина (Кайнлăк ял поселенийĕ) Э.Иванов ("Луч" ЯХПК) ккĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕç. Л.Николаева ("Луч" ЯХПК), Н.Сорокин (Асанкасси ял поселенийĕ) виççĕмĕш вырăнта. Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем пăшалпа тĕл перес енĕпе ăмăртрĕç. В.Ф.Волков (Александровка) пуринчен те маттур пулчĕ, çĕнтерчĕ. Çавăн пекех чушка, пляж çинчи волейбол ăмăртăвĕсем хĕрỹ иртрĕç. Куракансем кăшкăрса, шăхăрса çĕнтерме хавхалантарчĕç. Спортсменсене саламлама "Чувашрегионгаз" ООО директорĕ К.С.Мифтахутдинов, ЧР культура, национальноçсен, информаци политикин, архив ĕçĕсен министрĕ П.С.Краснов килсе çитрĕç. Çĕнтерỹçĕсене парнесемпе, грамотăсемпе чысларĕç. К.Мифтахутдинов кашни ял поселенине, районти шалти ĕçсен пайне футболпа волейбол мечĕкĕсем парнелерĕ. Яланах спортпа туслă, сывлăхлă пулма, çамрăксене спорта явăçтарас енĕ-пе тата та тăрăшуллă ĕçлеме сунса каларĕ. Физкультурниксен кунне тĕрлĕ енлĕн, çỹллĕ шайра ирттернине палăртрĕ. Çулсерен çакăн йышши спорт уявĕ иртессе шанас килет. Кашниех спортпа туслашăр, ăна юратăр! 



"Каçал Ен"
16 августа 2006
00:00
Поделиться