Район хыпаресем
УЙ-ХИРТЕ Çанталăк йĕркеллĕ тăмасть пулин те, районти ял хуçалăх предприятийĕсем çитĕнтернĕ тухăçа пуçтарса кĕртесшĕн тăрăшаççĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене выраççĕ, выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ. Районĕпе хальхи вăхăт тĕлне 4 пине яхăн пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем вырнă. Вĕсен пысăк пайне çапса тĕшĕленĕ. Йĕтемсем çине 7 пин ытла тонна тырă кĕнĕ. Вăтам тухăç кашни гектар пуçне 24 центнерпа танлашать. Кĕр тыррисем акмалли вăхăт çывхарать. Районти пĕрлешỹллĕ хуçалăхсенче çав ĕçсене туса ирттерме хатĕрленеççĕ. Гусеницăллă тракторсем çĕр хатĕрлеççĕ. Ку ĕçе 3 пине яхăн гектар çинче пурнăçланă та. "Слава картофелю" агрофирмăра, "Восток", "Урожай" хуçалăхсенче, "Госсорткомиссия" патшалăх учрежденийĕнче ĕçсем лайăх пыраççĕ. 1141 гектартан улăма пуçтарса кĕртнĕ. Ăна урана хываççĕ, тюкласа кĕртеççĕ, халăха валеçсе параççĕ. Районти хуçалăхсенчен хăшĕ-пĕри ир пулакан çĕрулмине кăларма пуçланă. Вырма пынă вăхăтрах выльăх апачĕ те хатĕрлеççĕ. Хальлĕхе ял хуçалăх предприятийĕсенче 6721 тонна утă, 31024 тонна сенаж хатĕрленĕ.
МĂШĂРЛАНАКАНСЕМ ЙЫШЛĂ Районти демографи лару-тăрăвĕ япăхах мар. ЗАГС уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурĕ 138 ача çут тĕнчене килнĕ. Çурла уйăхĕнче 12 пепке çуралнă, ытларах арçын ачасем кун çути кураççĕ. Ашшĕ-амăшĕ Александр, Никита, Анна, Дарья, Сергей ятсене ытларах килĕштереççĕ. Çак тапхăр тĕлне пĕлтĕр районта 104 мăшăр пĕрлешнĕ, кăçал вара - 137. Мăшăрланакан çамрăксем ытларах пулни савăнтарать. Уйрăмах çулла туй йышлă иртет. Çурла уйăхĕнче çеç 17 туй кĕрленĕ, иртнĕ эрнере 8 мăшăр çемье çавăрнă, çитес вăхăтра та икĕ çамрăк пĕр йăва çавăрас шухăшлисем пур. Çав вăхăтрах уйрăлакан çемьесем те пур. Кăçал 41 мăшăрăн çемйи арканнă. Пурнăç кăткăс пулсан та, вăл хăй еккипех илсе пырать. Кам мăшăрланать, кам çемйине çĕнĕ пепке килет...
ЕНТЕШĔМĔР КĔМĔЛ МЕДАЛЕ ТИВĔÇНĔ Швецири Гетеборг хулинче çăмăл атлетика енĕпе Европăн ХIХ чемпионачĕ вĕçленчĕ. Ăмăртăва 48 çĕршыври 1400 çăмăл атлет хутшăннă. Раççей пĕрлештернĕ командинче Чăваш ен спортсменĕсем Алевтина Биктимирова, Оксана Гаус, Лидия Григорьева, Татьяна Петрова, Альбина Иванова, Галина Колпакова, Сергей Иванов пулнă. Спортсменсем чемпионата тĕплĕн хатĕрленнĕ, çитĕнỹсемпе савăнтарнă. Ентешсем тăватă медаль çĕнсе илме пултарнă. Лидия Григорьева тĕнче класлă спорт мастерĕ 10000 метра чупса Европа чемпионачĕн пăхăр медальне тивĕçнĕ. 30 минут та 32,72 çеккунтра чупса тухса Чăваш Енĕн çĕнĕ рекордне çирĕплетнĕ. Пирĕн ентеш, Виçпỹрт хĕрĕ, тĕнче класлă спорт мастерĕ Алевтина Биктимирова 42 км 195 м марофон чупса финиша улттăмĕш çитнĕ. Альбина Иванова 23-мĕш чупса тухнă. Вĕсем командăпа ăмăртса кĕмĕл медале тивĕçнĕ. Эпир те Алевтина çитĕнĕвĕшĕн савăнатпăр, унпа мухтанатпăр. Çак кунсенче вара ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ В.М.Краснов район пуçлăхне Геннадий Волкова саламлă телеграмма янă. Унта Алевтина чăн-чăн ăста спортсмен пулнине, вăл Раççей командишĕн тивĕçлипе пысăк çитĕнỹ тунине каланă. Районта çĕнĕ спорт çăлтăрĕ çуралнă ятпа саламланă. Малашне те сывлăх, телей, ăнăçу суннă. Эпир те вĕсене спортра татах та хастартарах пулма, çĕршыв, тĕнче шайĕнче çитĕнỹсем тума сĕнетпĕр, ăнăçу сирĕнпе яланах юнашар çỹретĕр.