Комсомольский муниципальный округ

ПАТШАЛĂХ ПУЛĂШАТЬ

"Яла 2010 çулччен социаллă аталантарасси çинчен" Федераллă тĕллевлĕ программа йышăннă. Çавна май Федераци бюджетĕнчен ялта пурăнакансене çурт-йĕр тума е туянма каялла тавăрса памалла мар субсиди уйăраççĕ е кредитпа тивĕçтереççĕ. Çăмăллăх паракан программăсемпе тĕплĕнрех паллаштарас тесе августăн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин специалисчĕ тата "Чувашкредитпромбанк" ĕçченĕсем килчĕç. Район администрацийĕн пысăк залĕнче пуху ирттерчĕç. Яла социаллă аталантарас енĕпе ĕçлекен уйрăм начальникĕ А.Н.Любимова программăпа тĕплĕн паллаштарчĕ. Унăн паха енĕсем çинче чарăнса тăчĕ. "Хваттер е çурт-йĕр туянас текен çамрăк çемьесен чи малтанах вырăнти ял поселенийĕнче учета тăмалла, ун хыççăн хатĕр документсемпе район администрацине килмелле",- терĕ вăл пуçтарăннисене. Патшалăх пулăшăвĕпе пĕр тăхтаса тăмасăр усă курма сĕнчĕ. Çавăн пекех çынсен Раççей Федерацийĕн е Чăваш Республикин программисене суйласа илме май пур. Кунта, паллах, тĕрлĕ условисене пăхăнма тивнине те тĕплĕн ăнлантарчĕç. Районта çамрăксене çурт-йĕре лайăхлатма пулăшас енĕпе чылай ĕçлеççĕ. Тĕслĕхрен, программăсем вăя кĕнĕренпе, 2002-2005 çулсенче, 56 çемье 16 миллиона яхăн субсиди илнĕ. Паянхи куна 75 çемье пулăшу илес тĕллевпе заявленисем тăратнă. Тата тепĕр çĕнĕлĕх пур. Район администрацийĕ çамрăк çемьесем туяннă çурт-йĕр е хваттер хакĕн 15 процентне хăй субсидилет. Çавăн пекех перекет банкĕн районти уйрăмĕ те тĕрлĕ меслетпе усă курма сĕнет, тĕслĕхрен, çемье тупăшĕ пĕчĕкрех пулсассăн, ашшĕн е амăшĕн 6 уйăхри тупăшне те шута илме пултарать. Тупăша кура хваттер туянма укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Сутаканăн банкри счечĕ çине куçарса параççĕ. Программăсемпе тĕплĕн паллаштарнисĕр пуçне, пуçтарăннисем тĕрлĕ ыйтусем пачĕç. Специалистсем вĕсене тулли хуравсемпе тивĕçтерчĕç.



"Каçал Ен"
19 августа 2006
00:00
Поделиться