Комсомольский муниципальный округ

ЯЛ ÇЫННИСЕМ ТĔРЛĔ ЫЙТУ ХУСКАТАÇÇĔ

Çурла уйăхĕ - ял çыннишĕн хĕрỹ вăхăт. Вырма пырать, выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлесси те вĕçленмен-ха. Çав хушăрах кĕрхи культурăсене акма çĕр хатĕрлеççĕ тата ытти те, тата ытти те. Çапах çĕр ĕçченĕ ытти ыйтусене те манăçа кăлармасть. Акă, августăн 16-мĕшĕнче иртнĕ Министерство кунĕнче те çирĕпленчĕ çакă. ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министерствин специалисчĕсем, район администрацийĕн ĕçченĕ-сем çав кун виçĕ ушкăнпа ĕçлерĕç. Район пуçлăхĕн Геннадий Волковпа министр заместителĕн Виктор Бондаревăн ушкăнĕ Анат Тимĕрчкассинчи культура çуртĕнче, "Луч" ЯХПК йĕтемĕ çинче халăхпа тĕл пулчĕ. Кунта ял çыннисем илме пултаракан кредитсемпе ссудăсем, вырма ĕçĕсем çинчен икĕ енлĕ калаçу пулчĕ. Килти уйрăм хуçалăхсене аталанма паракан çăмăллăхлă кредит илес текенсем те йышлă иккен икĕ ялта. Министерствăн экономика управленийĕн начальникĕ Людмила Григорьева тата район пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Георгий Киргизов, "Чувашрегионгаз" предприятин тĕп директорĕ Кияметдин Мифтахутдинов ертсе пыракан ушкăн Аслă Çĕрпỹел тата Эльпуç ял посленийĕсене çитсе курчĕ. Пирвайхи тĕлпулу "Сюрбеево" тулли мар яваплăхлă организацин йĕтемĕ çинче иртрĕ. Эпир çитнĕ чухне хĕрарăмсем пикенсех кĕрхи тулла тасататчĕç. Çапах Шупашкартан, районтан килнĕ хăнасемпе калаçма та вăхăт тупрĕç. Ушкăнри представительсем республикăри, районти ĕç-хĕл çинчен каласа пачĕç, октябрĕн 8-мĕшĕнче иртекен суйлав çинчен те сăмах пуçарчĕç. Ял çыннисем çакăн çинчен пĕлмеççĕ тееймĕн, çапах çуллахи тапхăрта политика лару-тăрăвĕпе тĕплĕн кăсăкланма вĕсен вăхăт хĕсĕкрех. Паллах, ыйтусем те чылай пулчĕç. Акă, хĕрарăмсем чăваш спектаклĕсене ялтах курасшăн, моделлĕ библиотека уçни ачасемшĕн, çамрăксемшĕн кирлĕ пулнине те палăртрĕç. "Спектаклĕ-концерчĕсем пирĕн пата килмесĕрех тăмаççĕ-ха. Анчах клубри залсем халăхпа тулмаççĕ, çакă артистсемшĕн тăкаклă", - терĕ Аслă Çĕрпỹел культура çурчĕн директорĕ Лев Чернов. Кунта икĕ енĕ те тĕрĕс. Ял çыннишĕн 40-50 тенкĕлĕх билет та хаклă пек туйăнать-çке. Пĕр çирĕм çул каяллахи пек, Шупашкар артисчĕсем килсен халь клуб тулли çын пуçтарăнни питĕ сайра пулать. Çĕрпỹелĕнчи кирпĕч заво-дĕнче юлашки çулсенче лару-тăру лайăх енне улшăнчĕ. Кунта кирпĕч çапса-хĕртсе кăларасси палăрмаллах ỹснĕ. Хатĕр продукци те складсенче выртмасть, сутăнсах пырать. Кỹршĕ районсенчен çеç мар, Тутарстанран та килеççĕ кирпĕч туянма, унăн пахалăхĕ лайăхланнине палăртаççĕ. Рабочисем ĕç укçи виçи хăпарнипе те кăмăллă. "Пирĕн завода газ илсе çитерсен продукцин хăйхаклăхĕ чакĕччĕ, ĕç çăмăлланĕччĕ те вĕт", - терĕç вĕсем Министерство кунĕнчи тĕлпулура. Кияметдин Мифтахутдинов çак ыйтăва хуравласа "Чувашрегионгаз" организаци районти предприятисене яланах пулăшма хатĕррине каларĕ. Çутçанталăк газĕпе усă курассин калăпăшĕ çулсерен пысăкланать, республикăра паянхи куна 452 пин абонент шутланать. "Дружба" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи тĕлпулу та интереслĕ те усăллă иртрĕ. Районти ял хуçалăх управленийĕн тĕп аграномĕ И.Х. Минетуллин ертсе пыракан виççĕмĕш ушкăн Александровка ял поселенийĕнче пулчĕ. Паянхи хĕрỹ ĕççи вăхăтĕнче çынсене культура обьекчĕсенче курма йывăр. Çавна май халăх пултарулăхĕ, библиотека, музей ĕç секторĕн заведующийĕ Т.В.Казакова, ЧР халăх пултарулăх çурчĕн директор çумĕ Т.А.Шамсеева, Патшалăх тата муниципаллă архив уйрăмĕн начальникĕ О.В.Игнатьева "Слава" ЯХПК йĕтемĕнче вăй хуракансемпе тĕл пулчĕç. Çамрăксем кану вăхăтне еплерех ирттернипе кăсăкланчĕç. Ялсенчи тĕслĕх библиотекисен паха енĕсем çинче чарăнса тăчĕç. Тĕслĕхрен, паянхи куна Чăваш Енте 180 моделлĕ библиотека. 2007 çулта вĕсен шучĕ 500 яхăн пулмалла. Çавăн пекех министерство ĕçченĕсем Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнче пулчĕç. Йĕтем çинче агитбригада концерт паратчĕ. Ĕç вăхăтĕнче канни те вырăнлă-çке. Ĕçченсемпе курнăçрĕç. "Культура çуртĕнче кино кăтартакан аппаратура пулсассăн, эсир кино курма çỹренĕ пулăттăр-и?"- терĕç специалистсем. "Паллах, пушă вăхăта усăллă ирттермелли май",- хуравларĕç ĕçченсем. Ăна пурнăçа кĕртиччен, паллах, тĕплĕн сỹтсе явма тивет. Вĕсем Хырай Ĕнелĕнчи хăпартма пуçланă культура çур-чĕпе те паллашрĕç. Анчах та укçа-тенкĕ çителĕксĕррине пула вăл çỹлелле çĕкленесси çулран çул юлса пырать, çурт юхăнать. Çавăнпа та çитес вăхăтра ялти çамрăксен канăвне усăллă ирттерме культура центрĕ пулсассăн епле аван пулмалла. Палăртнă ĕçе çине тăрса пурнăçламалла, пулас ăрăва ялта пурăнма условисем туса памалла.



"Каçал Ен"
19 августа 2006
00:00
Поделиться