Комсомольский муниципальный округ

ХАЛĂХ КАНĂВĔШĔН ĔÇЛЕÇÇĔ

Муниципаллă ял тăрăхĕсем хушшинчи "Комсомольски" культурăпа кану центрĕн йĕркелỹпе методика служби районти клубсем хушшинче "Чи лайăх клуб учрежденийĕ" конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕсене палăртрĕ. Кăçал пурнăçланă ĕçсене кăтартса клуб учрежденийĕсен альбомсем туса хатĕрлемелле пулчĕ. Унта çулталăк тăршшĕпе ирттернĕ ĕçсене кăтартакан фотоматериалсем, хуçалăх ĕçĕнче туса пынă самантсем, клубра вырнаçтарнă стендсем, йĕри-таврари тирпейлĕх тата ытти те палăрмалла пулнă. "Чи лайăх культура çурчĕ" номинацире асанкассисем мала тухнă. Унта тăтăшах культура мероприятийĕсем, конкурссем иртеççĕ. Урмаелĕнчи культура çурчĕн коллективĕнче вăй хуракансем те пултаруллă. Комисси çавăн пекех Кироври клуб хăйнеевĕрлĕхне палăртса хăварчĕ. Кунта та халăхăн пушă вăхăтне усăллă тата интереслĕ ирттерес тесе нумай тăрăшаççĕ. Çак конкурс республика шайĕнче те иртет. Унта хутшăнса муниципаллă ял тăрăхĕсем хушшинчи "Комсомольски культурăпа кану центрĕ" тата Асанкасси культура çурчĕ альбомсем, материалсем тăратнă. Районти культура учрежденийĕсем халăх ыйтăвне туллин тивĕçтерес, канăвне йĕркелес енĕпе малашне те ăнăçлă ĕçлессе шанас килет.



"Каçал Ен"
02 сентября 2006
00:00
Поделиться