Комсомольский муниципальный округ

ПĔРРЕМĔШ ШĂНКĂРАВ САССИ ЯНĂРАРĔ

Авăн уйăхĕ, çĕнĕ вĕренỹ çулĕ... Кашни ача капăр та илемлĕ тумланнă, савăк кăмăлпа, алăри чечек çыххипе шкула васкать. Александровкăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкула кăçал 72 ача вĕренме килет. 7-шĕ пĕрремĕш хут парта хушшине лараççĕ. Савăнăçлă уява шкул директорĕ А.В.Пудовкин уçрĕ. Ачасене çĕнĕ вĕренỹ çулĕ ячĕпе саламларĕ, тăрăшса вĕренме сунчĕ. Шкул ачисене районти информаципе методика центрĕн начальникĕ Л.М.Антонова ăшă сăмахсем каларĕ. Александровка ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Ф.Волков вĕренекенсене, учительсене, ашшĕ-амăшĕсене, хăнасене уяв ячĕпе саламларĕ. Шкула волейбол, футбол, баскетбол мечĕкĕсем парнелерĕ, ачасене грамотăсемпе чысларĕ. Малалла уява пĕрремĕш класа килекенсем тăсрĕç. Вĕсем юрăпа, сăвăпа савăнтарчĕç. Вĕренỹре яланах тăрăшуллă, аслисем пекех, олимпиадăсенче, спорт ăмăртăвĕсенче хастар пулма шантарчĕç. Вĕренекенсемшĕн пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ. Ачасем классене васкарĕç. Ăс-хакăл, хăвна йĕркеллĕ тытас темăсемпе вĕрентекенсем ачасемпе пĕрремĕш урок ирттерчĕç. 



"Каçал Ен"
02 сентября 2006
00:00
Поделиться