Комсомольский муниципальный округ

"ВАКЫТ" - 10 ÇУЛТА

Çак вăхăт хушшинче вăл тĕрлĕ енлĕн улшăнса, хăйĕн вырăнне, вулаканĕсене тупрĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - республика, район пурнăçне, ĕçĕ-хĕлне яланхи пекех çутатса пырасси. Паянхи куна унăн тиражĕ 1260 экземпляр. Сентябрĕн 14-мĕшĕнче Урмаелĕнче "Вакыт - 10 çулта" уява паллă тума чыслă хăнасем йышлăн пухăнчĕç: Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров, Альбир Хазрет Крганов муфтий, "Пĕтĕм тĕнчери тутарсен конгресĕн" представителĕ Г.Шейхи, "Чувашрегионгаз" предприятийĕн генеральнăй директорĕ К.Мифтахутдинов, ТНВ, Чăваш телевиденийĕн ĕçченĕсем килсе çитрĕç. Н.В.Федоров "Вакыт" хаçата ăшшăн саламларĕ, малашне çирĕппĕн утма сĕнчĕ. Альбир Хазрет Крганова ăс-тăн çутлăхĕнче тăрăшса ĕçленĕшĕн орден-медаль парса чысларĕ. Вăл та президента "Человек - эпоха" диплом пачĕ, тутлă чей вĕретсе ĕçме самовар парнелерĕ. Муфтий "Вакыт" хаçат ĕçченĕсен ĕçне çăмăллатма çĕнĕ йышши диктофон парнелерĕ. Уявра Хусан хулинчен килнĕ артистсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Данир Сабиров юррисем уйрамах кăмăла кайрĕç. Эпир те "Вакыт" хаçат ĕçченĕсене саламлатпăр! Малашне татах та тĕрлĕ енлĕн, илемлĕ, вулакансен кăмăлне тивĕçтермелле тухма, çирĕппĕн утма телей, ăнăçу, ăнтăлу сунатпăр.



"Каçал Ен"
16 сентября 2006
00:00
Поделиться