МТСсен ПУЛАСЛĂХĔ ПУР
Пирĕн çĕршыв историйĕнче темле юхăм та пулнă. Вăхăт иртнĕçемĕн вĕсенчен чылайăшне пăрахăçланă, хальхи саманашăн юрăхсăр тенĕ. Анчах вилĕмсĕр, çĕнĕрен чĕрĕлсе тăма тивĕçлĕ идейăсем те тĕл пулаççĕ-ха. Иртнĕ çул правительство шайĕнче районсенче машинăпа трактор станцийĕсем, кĕскен каласан МТСсем, тăвасси тавра калаçу пулнăччĕ. Мĕн тĕллевпе çуралнă-ха çак шухăш? 10_15 çул каялла пысăк колхоз-совхозсем саланса пĕчĕк, вак хуçалăхсем йĕркеленсе кайрĕç. Ăçта халăхĕ тăрăшуллă, ертỹçи пултаруллă, çав предприятисем аталану çĕлĕ çине тăчĕç. Хăшĕ-пĕрисем вара, тĕрлĕ сăлтава пула, ниепле те ура çине çирĕп тăраймарĕç. Саланаканни саланчĕ, панкрута тухрĕ. Хамăр районта та пулчĕç кун пек тĕслĕхсем. Çакнашкал хуçалăхсене "çурăк валашка" патне илсе пынă сăлтавсенчен пĕри - çĕрпе ĕçлеме çĕнĕ техника, технологи туянайманни. Пĕчĕк лаптăклă çĕртен, темиçе пуç выльăхран тем чухлĕ услам илейместĕнех. Пур-çук укçа-тенкĕпе вара хăватлă трактор е çĕрулми кăлармалли комбайн туянасси çинчен шутламалли те çук. Шăп çакăн пеккисене пулăшас шутпа çуралнă та ĕнтĕ МТС тăвас ыйту. 2005 çулхи март уйăхĕнче Комсомольскине Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров ĕçлĕ визитпа килнĕччĕ. Ун чухне сỹтсе явнă ыйтусенчен пĕри - "Комсомольскинчи сельхозтехника" никĕсĕ çинче МТС йĕркелесси. Хăватлă техника туянса, ял хуçалăх предприятийĕсенчи техникăпа вăйсене пĕрлештерсе база туса хумалла. Çак ĕçе Тăманлă Выçли каччи Николай Перьев пуçăннă. Хăйĕн вăйне, опытне шаннă вăл, мĕншĕн тесен маларах "Пайгас" кооператива ултă çул ертсе пынă. Унтан кайсан "Слава картофелю" агрофирмăра ĕçленĕ. Апрель уйăхĕнче, çураки пуçланас умĕн, "Сельхозтехника" территорийĕнче "Нива" агрофирма çуралнă. Анчах та çак ырă шухăша районти хуçалăх ертỹçисем хушшинче хапăлласа йышăнакан тупăнман. Хăнăхнă пекех, кашни хăйĕн "хуппи" ăшĕнче ĕçлеме кăмăл тунă. Пирвайлăха "Красный маяк", "Победа" кооперативсен, Хирти Сĕнтĕрĕн пушă выртакан çĕрĕсем çинче ĕçлеме тĕв тунă. Лаптăксем пĕр-пĕринчен аякра вырнаçнипе çакă вăйсене таткаласа çеç пĕтернине ăнланса илсе "Красный маякăн" çĕрне арендăна илме йышăннă. Палах, вĕсем, темиçе çул йĕркеллĕ пăхманнипе, юхăннă, сухаламаннипе çумкурăк ашкăрма пуçланă. Удобрени хывманни те хăйĕн йĕрне хăварнах. Уйсенче унта-кунта тимĕр-тăмăр йăваланса выртнă. Çапах алă усман "Нива" ĕçченĕсем. Пĕлтĕр 100 гектар çине çĕрулми лартса туса илнĕ. Ăна, "Слава картофелю" ООО урлă, Çурçĕр флотне, Мускава ăсатнă. "Иккĕмĕш çăкăра" сутса кассăна 3 миллион та 800 пин укçа кĕнĕ. Таса тупăш 329 пин тенкĕпе танлашнă. Çакă пĕрремĕш çул ĕçлекен организацишĕн сахалах мар теес килет. Ахальтен мар республикăри "Агро-Инноваци" унитарлă предприяти хатĕрленĕ рейтингра "Нива" 100 хуçалăх хушшинче 41-мĕш вырăн йышăннă. "Нива" агрофирма кăçал та çĕрулмипех ĕçлеме шут тытнă, ăна 100 гектар çине лартнă. "Иккĕмĕш çăкăра" Голланди меслечĕпе çитĕнтереççĕ. Раççей, Голландии селекционерĕсем кăларнă 8 тĕрлĕ сортпа ĕçлеççĕ. Çакăн валли кунта техника комплекчĕ пĕтĕмпех пур. Асăннă технологине 7 çуллăх лизингпа илме май килтернĕ. Ытти тĕрлĕ техника та хушăнсах пырать. Акă, кăçал "Россельхозбанк" кредичĕпе усă курса "Joyn Deere" хăватлă трактор, "Lemken" культиватор илнĕ. Удобрени сапакан "Kuhn" №Франци№, çĕрулми кăларакан комбайн, сортировка туяннă. Çĕрулмине турттарнă çĕре автомашина пур уйрăм çынсене явăçтараççĕ. Пур çимĕçе те кĕркунне сутса пĕтерме тĕллев лартман агрофирмăра. Хĕлле е çуркуннене тухас умĕн унăн хакĕ тата хăпарма пултарать-çке. Çавăнпа та "Сельхозтехникăн" трактор цехĕнчен 3 пин тонна çĕрулми вырнаçакан хранилище туса хута янă. Компьютерсем сывлăш температурине, нỹрĕклĕхе пĕр пек тытса тăма пулăшĕç. Коллективра куллен 12 çын вăй хурать. Сезон вăхăтĕнче айккинчи çынсен ĕç вăйĕпе те усă кураççĕ. Виçĕ механизатор - Дмитрий Галзанов, Максут Алеев, Дмитрий Родионов - пĕтĕм техникăна ĕçлеттерме пултараççĕ. Иртнĕ çул Чăваш ял хуçалăх академине пĕтернĕ Радий Басников агроном кунти ĕçпе кăмăллă, килĕшет ăна тăван çĕр çинче ĕçлеме. Агрофирма ĕçченĕсен вăтам ĕç укçи 4 пин тенкĕрен иртет, çуркунне-кĕркунне ытларах та ỹкет. Ытти çĕрти пекех, паян "Нива" хирĕсенче те хĕрсех çĕрулми пуçтараççĕ. Кунта комбайн валли те, таврари ялсенче пурăнакансем валли те ĕç çитет. Паянхи кун тĕлне 30? гектар çинчи "иккĕмĕш çăкăра" хранилищĕне кĕртнĕ ĕнтĕ. Çĕрулмине вăрлăхлăх туянас текенсем те пур, ăна çийĕнчех вырнаçтарма май пурри те аван-çке. Ĕç вĕресе çеç тăрать. - Николай Митрофанович, МТС тăвас юхăм çинче çуралнăскер, "Нива" агрофирма вăй илсе пырать. Ĕнер, паян МТС тăвас шухăш пурнăçра хăй вырăнне тупаймарĕ тейĕпĕр. Çапах хăçан та пулин тепре çаврăнса килмĕ-и вăл? - ыйтрăм агрофирмăн генеральнăй директорĕнчен Николай Перьевран. - Предприятине туса хурсанах, çак шухăша таврара ырласа йышăнманнипе, чи йывăр ыйту хăш çул-йĕре суйласа илесси пулчĕ. Мĕнпе ĕçлемеллине çийĕнчех татса пама тиврĕ. Чăваш халăхĕшĕн çĕрулми çитĕнтересси ют мар. Тата вăл тупăш паракан культура. Çавăнпа çак çул çине тăтăмăр. Коллектив хăвăрт чăмăртанчĕ. Эпир хамăр тĕллĕн çеç ĕçлеместпĕр. Голландири специалистсемпе çыхăну тытсах тăратпăр. Нумаях пулмасть пирĕн çĕрсем çинче çав çĕршывран килнĕ Тайс господин пулчĕ, агротехника енĕпе нумай сĕнỹ пачĕ. МТСсене илес пулсан, паян мар-тăк, тепĕр 3_5 çултан вĕсем пурпĕрех пирĕн пурнăçра хăйсен вырăнне тупаççех. Кашни хуçалăхах тĕрлĕ культура çитĕнтерме ятарлă технологи туянма йывăр тата вăл хака ларать. Тĕслĕхрен, "Малалла" колхоз миллионшар тенкĕ тỹлесе сахăр чĕкĕнтĕрĕ кăлармалли комбайн туянчĕ тейĕпĕр. Хăйĕн 150 гектарне пуçтарса кĕртсен ăна ĕçсĕр лартни усă кỹмест, хакне кăлармасть-çке. Кỹршисене пулăшсан кăштах пайти пулĕччĕ. Тĕштырă акма тата пуçтарса кĕртме ăна тата тепĕр технологи, кукурузăна вырма виççĕмĕшĕ кирлĕ. Çавăнпа та районти ял хуçалăх техникине пĕр çĕре пуçтарса вăйлă база туса хумалла тесе шутлатăп. Вĕсемпе, мĕнле культурăпа ĕçленине кура, пурте усă курма пултарĕç, - терĕ Николай Митрофанович. Пурăнăпăр - курăпăр. Рынок самани хăех пире мĕн юрăхлине, усăллине, тупăшлине суйласа илме хăнăхтарса пырать. МТСсемпе те çавăн пекех пулĕ.