Таса сывлăш – сывлăхшăн усăллă
Г.И. Михайлов – Комсомольски районĕнчи ял хуçалăх управлениĕн ертсе пыракан специалисчĕ – çут çанталăкпа тавралăха сыхлас-хÿтелес енĕпе хальтерех кăна ĕçлеме тытăннă. Шăпах та çак ыйтупа темиçе çул каялла сахал мар вăй хунăран пирĕн ыйтăва хуравлама та, кăмăлне уçса калаçма та хирĕç пулмарĕ.
-Халĕ чылайăшĕ тавралăха упрас-сыхлас ыйту айккине тăрса юлать тесе шутлать, - тет Герман Ильич.- Анчах çакăнпа манăн ниепле те килĕшес килмест. Пурнăçри çĕнĕлĕхсем, экономика аталанăвĕнчи хăйне евĕрлĕх тепĕр чухне хамăр сисмесĕрех çут çанталака упрас енĕпе хушма утăмсем тума çул уçаççĕ.
Чăннипех те çапла мар-и? Каçал тăрăхĕнче те, ытти районсенчи пекех, пĕтĕм ялсене, предприяти-организацисене газификацилес ĕçе вĕçленĕ. Çавна май чылай котельнăйне «кăвак çулăм» çине куçарнă. Халĕ мăрьесенчен тĕтĕм йăсăрланнине курмастăн. Чылай хуçалăхра мунчана та вутпа хутмаççĕ.
- Çапах та райцентрти хăш-пĕр котельнăсен умĕнче е складсенче паян кун та çĕр кăмрăкĕ купаланса выртнине курма пулать. Ăна халĕ те турттаракан пур…
- Тĕрĕсех, - сăмахне малалла тăсать тĕп специалист. – Анчах ăна резерв валли кăна, кĕтмен çĕртен газ килесси чаксан е вăхăтлăха чарăнса ларсан хурансене ăшăтма тесе кÿрсе килеççĕ. Сăмах май, пысăкрах мĕн пур котельнăйра хыта топливăпа ĕçлеме пултаракан хурансем саппасра лараççĕ. Ку таранччен вĕсене пĕр хутчен те ĕçе яма тÿр килмен. Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те пăрăхсенчи газ пусăмĕ виçеллĕ тытăнса тăрать. Газовиксем тăрăшнипе тата туллин пулăшнипе ĕнтĕ ĕлĕкрех район центрĕ тата ялсем çине явăнса тухнă çĕр-çĕр тонна хăрăмран – сывлăхшăн питех те сиенлĕ япаласем тухса тавралăха варалассинчен тĕппипех хăтăлтăмăр. Хамăрах сисетпĕр вĕт халĕ пирĕн тарăхра сывлăш таса, кирек кам та какăр тулли сывлать, антăхмасть те.
Тавралăх тăрăмĕ лайăхланнин тепĕр енне те палăртрĕ Герман Ильич. Ялсенче пушă выртакан пулăхсăр çĕрсене культурăллă ÿсен-тăран е йывăç-тĕм лартса чĕртни, кирлĕ пулсан газонсем тусах çеремлентерни. Кăçăлхи çуркунне кăна, Йывăç кунĕнче тата ун хыççăнхи уйăхлăхра, 60 пине яхăн хунав лартса чĕртнĕ. Кунсăр пуçне хăш-пĕр хуçалăх вăрманçăсемпе килĕшсе хырлăхсемпе чăрăшлăхсем хывнă. Вĕсен лаптăкĕсем пысăках мар, анчах çанталăкпа тавралăха упрас, илемлетес енĕпе тунă пĕчĕк утăм та самаях усса кайни такамшăн та паллă.
Ялсенчи тасамарлăха чакарас, ятарлă вырăна турттарса тухас енĕпе те чылай ĕç тунă юлашки çулсенче. Район центрĕнчи коммунальщиксем ăна тÿрремĕнех ятарласа тунă вырăна турттараççĕ. Ун патне пыракан çула асфальт сарса хытарнăран йăлари çÿп-çапа кирек мĕнле çанталăкра та кăларса тăкма пулать.
«Таса шыв» программăна та чиперех пурнăçлама пуçăннă Каçалсем. Хăш-пĕр яла çĕнĕрен артезиан башнисем лартаççĕ. Анчах шыв пахалăхĕ пур çĕрте те лайăххине шута илсе, пĕчĕк поселоксемпе уйрăм кассене (урамсене) хальлĕхе ахаль пусăсемпех тивĕçтереççĕ. Ку енĕпе кăçал çĕнĕрен ĕçлеме пуçланă ял тăрăхĕсем те, депутатсемпе суйлавçăсем те пуçарулăх кăтартаççĕ.
Йăлара е производствăра усă курнă шыва тасатас енĕпе те опыт пухăнса пырать. Ку ĕçĕн ытларах пайне «Водоканал» МУП пурнăçлать. Районăн тĕп больницин тасатакан сооруженине кăштах юсанă. Халĕ «Кооператор» производство комбиначĕн тасату комплексне юсама хатĕрленеççĕ.
Укçа-тенкĕ енчен пуянах мар пулсан та кÿлĕсемпе плотинасене, çăлкуçсене тирпейлĕ пăхса тăраççĕ. Вĕсенчен хăш-пĕрисене патшалăх енчен сыхлассине йĕркеленĕ. Хальтерех кăна вăрман хуçалăхĕ çывăхĕнчи сиплĕ çăла тирпейленĕ.
Истори пĕлтерĕшлĕ çут çанталăк палăкĕсене уйрăм предприяти-организацисем пăхса тăраççĕ. Ку енĕпе Комсомольски лесничествин хырлăхпа чăрăшлăхĕ лайăх упраннине палăртмалла. Хирти Выçли патĕнчи çын аллипе лартса чĕртнĕ юманлăх та аван упранать. Унта выльăх – чĕрлĕх кĕртме юрамасть. Çакăн çинчен пĕлтерсен йĕри-тавра асăрхаттару паллисем вырнаçтарнă.
Халĕ районта минерал удобренийĕсемпе тата наркăмăшлă химикатсемпе сахалрах усă курни те сывлăшри тасалăха ытларах упрама май пачĕ. Чылай хуçалăхра перекетлĕ технологи тĕп вырăн йышанать. Çĕре çиелтен, ку чухнехи техникăна ĕçе кĕртнĕрен, хирте тусан ытлашши çĕкленмест. Минерал удобренийĕпе сахалтарах усă курнă вырăна тăпра пурлăхне нумай çул ÿсекен курăксем ытларах акса, çĕнĕ культурăсем – козлятник е рапс çитĕнтерсе тытса тăма хăнăхса пыратпăр.
Çут çанталăка упрассине, унăн ырлăхне халăх валли ĕçлеттерессине этемлĕх яланах хăйĕн пирвайхи тивĕçĕ тесе шутланă. Халĕ, тасалăхпа тирпейлĕх, ку чухнехи культура вăй илсе пынă вăхăтра, ку пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç çине тата ытларах тимлĕх уйăрмалли такамшăн та паллă. Управленире тин çеç ĕçлеме пуçланă çĕнĕ специалист хăйĕн ĕçне пикенсе тăвасса, çут çанталăка сыхлас тата упрас енĕпе таврăннă туртăма пĕтĕм халăх юхăмне çавăрас тĕлĕшпе районти пур предприятипе организацие тата халăха анлăн явăçтарасса шантарать.