Комсомольский муниципальный округ

ÇИЧЧĔМĔШ ТĔСЛĔХ БИБЛИОТЕКИ

ЧР Президенчĕн Н.В.Федоровăн Указĕпе кашни библиотеках тĕслĕхлĕ пулмалла. Асăннă Указа пурнăçласа пирĕн районта та чылай ĕç тунă. Акă, октябрĕн 4-мĕшĕнче Анат Тимĕрчкассинче те тĕслĕх библиотеки уçăлчĕ. Вăл районта çиччĕмĕш пулчĕ. Библиотекăра таса та хăтлă. Кунта кĕрсе тухма та кăмăллă. Сĕтел-пуканĕ те çĕнĕ. Вĕсем шăп та лăп хальхи вăхăтпа килĕшсе тăраççĕ. Тĕслĕх библиотекине уçма район администрацийĕн управляющийĕ Ю.В. Скворцов, культура пайĕн начальникĕ В.С.Васильев, Тукай ял поселенийĕн пуçлăхĕ П.А. Муллин, "Луч" ЯХПК правленийĕн председателĕ А.П.Капитонов, хĕрарăмсен совечĕн председателĕ А.Т.Ежергина тата ыттисем те хутшăнчĕç. Тĕслĕх библиотеки уçăлнă ятпа пурне те саламларĕç, ĕçре ăнăçу сунчĕç. Çавăн пекех библиотекăна юсама пулăшакансене тав сăмахĕ каларĕç, парнесем пачĕç. Район библиотекин методисчĕ М.В.Мокеева информаци центрĕнчи ĕçсемпе паллаштарчĕ. Кунта 1 компьютер ĕçлет. Унпа çăмăллăнах тĕрлĕ материал тупма пулать. Ачасем те, ваттисем те библиотекăна килсе вăхăта усăллă ирттерме пултараççĕ. Анат Тимĕрчкассисене тĕслĕх библиотеки уçăлнă ятпа нимĕç хăни Игорь Шиллин, республикăри паллă фотожурналист С.П.Игнатьев та саламларĕç.



"Каçал Ен"
07 октября 2006
00:00
Поделиться