Комсомольский муниципальный округ

КĔÇĔН КАÇАЛТА - ÇĔНĔ ОФИС

Юлашки çулсенче ятарлă медицина центрĕсем уçас, ялти медицина системине çĕнетес енĕпе Чăваш Енре тăрăшса ĕçлеççĕ. Пирĕн республика медицина пулăшăвĕ парас, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсене уçас енĕпе Раççейре малтисен ретĕнче. Октябрĕн 4-мĕшĕнче Кĕçĕн Каçал ялĕнче пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмне савăнăçлă лару-тăрура ЧР сывлăха сыхлас ĕç министрĕ Н.Суслонова, район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков, район больницин тĕп врачĕ М.Федорова тата медицина участокĕн ĕçтешĕсем уçрĕç. Хĕрлĕ хăйăва Н.Суслоновăпа Г.Волков касрĕç. Ку уйрăм Чăваш Республикинче -- 333-мĕш, районĕпе вара 6-мĕш. Малашне пĕтĕмĕшле практика врачĕн (çемье) уйрăмĕнче таврари Эткер, Хырхĕрри, Вăрманхĕрри Чурачăк, Асанкасси ялĕсенчи çынсем е 1081 çемье тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ илме пултараççĕ. Çĕнĕ офис уçăлнă май врачсен паха пулăшăвĕ ялсенче пурăнакансем тата ĕçлекенсем патне май пур таран çывхарчĕ. Халĕ çынсем вак-тĕвек ыйтусемпе район больницине çула тухмĕç. Вĕсен ыйтăвне Кĕçĕн Каçалти уйрăмра вăй хуракан медицина ĕçченĕсем тивĕçтерĕç. Пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕн тĕп врачĕ пулма Р.Муравьевăна çирĕплетнĕ. Вăл - пĕрремĕш категориллĕ тухтăр. Пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмне ял халăхне тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ пама кабинетсене çĕнĕ йышши медицина оборудованийĕсемпе, компьютер техникипе пуянлатнă. Унта кашнинех хапăл туса йышăнаççĕ. 



"Каçал Ен"
07 октября 2006
00:00
Поделиться