Комсомольский муниципальный округ

ИЛЕМЛĔХ ТĔНЧИНЧЕ

Нумаях пулмасть Комсомольски районенчи тĕп теслех библиотекинче алĕç тума пултаракан инвалидсен ĕçĕсемпе паллашма ятарлă курав йĕркелерĕç. Комсомольски, Елчĕк районĕсенче пурăнакансем курава хаваспах хутшăнчĕç. Хăйсен паха та илемлĕ, чуна илĕртекен ĕçĕсемпе кашниех паллаштарма пултарчĕ. Ольга Федоровна Ершова - Шурут Нурăсран. Вăл чăлха-нуски çыхма, çăпатасем тума, тухья-хушпу хатĕрлеме, алшăллисем тĕрлеме ăста. Чăваш тумĕ тăхăнтартнă пуканесем чуна илĕртеççĕ. Вăл çулленех районти конкурссене хутшăнать. Ĕç ветеранĕ - ỹркенмест, пушă вăхăтра алĕç тăвать. Аслă Чурачăкри Елена Леонтьеван кофтисемпе свитерĕсем çине пĕр вĕçĕм пăхас килет. Илемлĕ çипсенчен ытармалла мар тумтирсем хатĕрленĕ. А.М.Козлова (Йỹç Шăхаль), 76 çулта пулин те, пĕр кун та ĕçсĕр лармасть. Чăваш кĕписем çĕлет. Саппунĕсене те илемлĕн тĕрлесе хитрелетет. Унăн ĕçне пысăк хак пачĕç, вĕсем пурин кăмăлне те кайрĕç. Вăл чăваш кĕписене ятарласа фольклор ушкăнĕсем валли те çĕлесе парать. Л.Н.Швецова (Комсомольски ялĕ) ăсталанă пукане тумтирĕ, вырăн çитти, тĕрĕллĕ минтер пичĕсем тĕлĕнмелле хитре. Открыткăсенчен шкатулка, ваза хатĕрлес ĕçре Э.С.Ильязова (Эльпуç) маттур. Елчĕкрайонĕнчен А.В.Микшеева ĕçĕсем пысăк хака тивĕçлĕ. Вăл открыткăран ăсталанă шкатулка тĕлĕнмелле хăйне евĕрлĕ, илемлĕ. Пĕчĕк çемçе "пудель" те илĕртỹллĕ. А.В.Юхмин (Елчĕк), Г.Ф. Кузьмина, В.И.Волков (Асанкасси), В.Г.Васильева (Канаш), З.Т.Макарова, Р.В.Егорова (Хырай Ĕнел), Р.Ф.Макарова (Хирти Выçли), М.Г.Орлова (Хырай Ĕнел), В.З.Мокеев (Хирти Явăш), М.Ф.Полякова (Анат Тимĕрчкасси) ĕçĕсем те пурин кăмăлне те кайрĕç. Район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков, социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ И.А.Никитина алĕçсемпе туллин паллашрĕç. Шупашкартан килсе çитнĕ хăнасем, вĕсен шутĕнче Инвалидсен обществин республикăри председателĕ М.П.Кузьминых, министерство специалисчĕ Н.К.Ионова, республикăри халăх творчество çурчĕн методисчĕ И.В. Васильева инвалидсем хатĕрленĕ ĕçсене пысăк хак пачĕç. Чи маттуррисене палăртрĕç, З.Т.Макарова, А.М.Козлова ĕçĕсем пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. А.В. Мекшеева, хăйнеевĕрлĕ ĕç номинацире çĕнтерỹçĕ пулчĕ. О.Ф.Ершова халăх йăли-йĕркине упрас ĕçре чылай вăй хунăшăн диплома тивĕçрĕ. Мала тухнисен çитес вăхăтра республикăри конкурсра район чысне хỹтĕлемелле пулĕ.



"Хыпар"
11 октября 2006
00:00
Поделиться