ÇУЛ-ЙĔР ĔÇЧЕНĔСЕМ ЯЛАНАХ ĔÇРЕ
ЧР Правительстви çул-йĕре йĕркене кĕртес енĕпе тĕллевлĕ программа йышăннă. Унпа килĕшỹллĕн пирĕн районта та чылай ĕç тума палăртнă. Районти пур ялсене те асфальтлă çул çитмелле. Çапах та ку енĕпе ĕçлесе çитерейменнисем те пур-ха. Районти капиталлă строительство уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, район администрацийĕ тăрăшнипе кăçал 9 уйăхра 3 километр асфальтлă çул сарнă. Ку лаптăк Хирти Сĕнтĕр - Комсомольски - Патăрьел тăрăхне лекет. Тăманлă Выçлинчен Хырхĕррине каякан çула тума пуçланăранпа темиçе çул иртрĕ ĕнтĕ. Кăçал унта ĕçсем малалла пыраççĕ. ДЭП ОАО строителĕсем, "Мостострой" ОАО ĕçченĕ-сем кĕпер туса çул хывнă. Ĕçсем халĕ те пыраççĕ. Çул-йĕр çинче тăрăшакансем юр лариччен çула сарса хурасшăн. Строительство материалĕсем килсех тăраççĕ. Апла пулсан, Тăманлă Выçлинчен Комсомольскине кĕçех тỹртен çул пулĕ. Районти ялсен урамĕсенче те, асфальтлă çул пулмасан та, шурă чул сараççĕ. Акă, Аслă Чурачăкри пĕр урамра Шăмалак чулне сарма палăртаççĕ. Çак ĕçе Чĕчкен ял администрацийĕ тата çав урамра пурăнакансем йĕркелесшĕн. Çак енĕпе ĕçлес текенсем татах та пур.