МИНИСТЕРСТВО КУНĔНЧЕ - ÇĔНĔ ТĔСЛĔХ БИБЛИОТЕКА
Иртнĕ юнкун, октябрĕн 18-мĕшĕнче, пирĕн районта ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министерствин кунĕ иртрĕ. Çавна май Шупашкартан министерство специалисчĕсем килсе çитрĕç. Вĕсен тĕп тĕллевĕ - район культурипе, кунти лару-тăрупа паллашасси, ял халăхĕпе курнăçса калаçасси. Район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков, вĕрентỹ управленийĕн начальникĕн культура енĕпе ĕçлекен çумĕ В.С.Васильев ертсе пынипе вĕсем чи малтанах Нĕркеç ялне çитрĕç. Кунта çак кун тĕслĕх библиотеки уçрĕç. Библиотека сăнав станцийĕн кантурĕнче вырнаçнă. Кунта таса та хăтлă, сĕтел-пуканĕ те çĕнĕ. Анчах та тăвăртарах. Çавăнпа та ăна çитес вăхăталла культура çуртне куçарас тĕллевлĕ. Тĕслĕх библиотекине уçма район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков, ял поселенийĕн ертỹçи Г.Е.Ефремов, "Госсорткомиссия" ФГУ председателĕ Г.Н.Чернов, шкул директорĕ В.В.Воронов хутшăнчĕç. Çавăн пекех Шупашкартан культура министрĕн çумĕ В.С.Бондарев, архив тата шкул çулне çитмен учреждени пайĕн начальникĕ М.М.Архипов, наци библиотекин директорĕн çумĕ В.В.Григорьева та тĕслĕх библиотеки уçăлнă ятпа пурне те саламларĕç, ĕçре ăнăçу сунчĕç. Район библиотекин методисчĕ М.В.Мокеева информаци центрĕнчи ĕçсемпе паллаштарчĕ. Ачасем ăна тимлĕн итлерĕç. Сăмах май каласан, вĕренекенсем те тĕслĕх библиотеки уçăлнă ятпа юрăпа саламларĕç. Е.П.Волкова библиотекарь тĕслĕх библиотекине юсама пулăшакансене, спонсорсене тата ыттисене те чĕререн тав турĕ. Шупашкартан килнĕ ĕçлĕ ушкăн Нĕркеç вăтам шкулне те çитсе курчĕ, вĕрентекенсемпе тĕл пулчĕ. В.С.Бондарев учительсемпе диспансеризаци çинчен калаçу ирттерчĕ. Вĕсене çитес вăхăтрах больницăна кайса диспансеризаци тухмалли пирки аса илтерчĕ. Учительсен чылай ыйту пулчĕ, вĕсем çине тулли хурав илчĕç. Çавăн пекех хăнасем районти "Çĕр тата çынсем" халăх музейне çитсе курчĕç. Кунта халĕ И.Н.Бойков ĕçĕсен куравĕ ĕçлет. Шупашкартан килнисем унăн ĕçĕсемпе те паллашрĕç.