НАРКОМАНСЕНЕ ÇУЛ ÇУК, ТЕÇÇĔ НĔРКЕÇСЕМ
Нĕркеç вăтам шкулĕнче "Çамрăксем - сывă пурнăç йĕркишĕн" акцине активлă хутшăнаççĕ. Шкул ачисем районти шалти ĕçсен пайĕнче çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекторпа Татьяна Алюкинапа тĕл пулчĕç. Вăл ачасемпе "Алкоголь тата çул çитменнисем" темăпа тĕплĕн тухса калаçрĕ. Шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ В.Петров пĕтĕм шкул ачи умĕнче "Наркомани - пурнăçа пĕтермелли çул" калаçу ирттерчĕ. Класс ертỹçисем тĕрлĕ темăсемпе ĕçлеççĕ. Сăмахран, Н.Плеткина 6-мĕш класра "Туртнин сиенĕ çинчен" калаçу ирттерчĕ. "Сиенлĕ йăласем" акци тытăмĕнче ỹкерчĕксем ỹкерсе С.Индюкова, П.Кузнецов, Е.Тишова, К.Вишнева, И.Иванова, В.Артемьева палăрчĕç.