ĔМĔТ - ÇĔНĔ ШКУЛА КУÇАССИ
Районта вĕренỹ çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çавна май ялсенче çĕнĕрен те çĕнĕ тĕслĕх библиотеки, çĕнĕ шкул хута кайни чуна савăнтарать. Акă, Аслă Чурачăк ялĕнче вăтам шкулăн çĕнĕ çуртне хăпартаççĕ. 140 вырăнлă шкула, укçа-тенки çитсен, 2007 çулта хута ярас тĕллевлĕ. Кĕске вăхăтрах строительсем шкулăн икĕ хутне купаланă та. Вĕрентекенсем, ачасем, ял халăхĕ çĕнĕ шкула хута ярасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Вăл паянхи куна пурин ыйтăвне туллин тивĕçтерекен шкул пулмалла. Проектпа шкулта спортзал, акт залĕ, бассейн тума палăртнă. Хальлĕхе ачасем кивĕ шкулта ăс пухаççĕ. Шкул "ватă" пулин те, вăл таса та илемлĕ. Кунта ачасене тарăн пĕлỹ илме пĕтĕм услови пур. Ятарлă компьютер класĕ вĕренекенсене уйрăмах илĕртет. Вăтам шкул газпа ăшăнать. Коллективра 19 учитель. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче вĕсем икĕ ялти 110 ачана пĕлỹ тĕнчине илсе кĕчĕç, вĕрентỹпе воспитани ĕçне çỹлти шайра тытса пырассишĕн тăрăшаççĕ. А.Н.Пушкина шкул директорĕ тăван шкулта 32 çул тăрăшать. Черчени, рисовани вĕрентекенĕ Т.А.Ефремова, акăлчан чĕлхи учителĕ Л.П.Поргунова чылай çул чунне парса ĕçлеççĕ. Акă, В.Т.Акчурин 74 çулта пулин те юратнă вĕренекенсенчен, тăван шкултан уйрăлма васкамасть. Вăл физика предметне шĕкĕлчеме пулăшать. Унăн ĕç стажĕ 53 çул. Вăл хăйĕн ĕçне чăннипех те чунтан парăннă педагог. Ытти вĕрентекенсем те çак ĕçре нумай çул вăй хураççĕ. Пурте тăрăшуллă, опычĕ пысăк, хăйсен тивĕçне туллин пурнăçласа пыраççĕ. Шкулта ачасене вĕри апат çитерес ыйтăва татса панă. Столовăйĕнче ачасемпе вĕрентекенсене техĕмлĕ апат ха-тĕрлеççĕ. Ашшĕ-амăшĕсем те шкула яланах пулăшма хатĕр пулни савăнтарать. Ачасем "Труд" кооперативпа туслăн ĕçлеççĕ. Акă, кăçал çĕрулми пуçтарма пулăшрĕç. Çакă шкулпа хуçалăх хушшинчи çыхăну çирĕпленсе пынине уççăн кăтартать. Уй-хирте тăрăшса ĕçлени те пысăк пулăшу панине лайăх пĕлеççĕ вĕрентекенсемпе ачасем. Акă, ĕçлесе илнĕ укçапа тĕрлĕ япала туянма, экскурсие, спорт ăмăртăвĕсене тухса çỹреме уйăрма пулать. Кăçал хĕл каçа çиме çĕрулми, кишĕр, хĕрлĕ кăшман, ытти пахчаçимĕç çителĕклĕ хатĕрленĕ. Ĕçлекенĕн хырăм тутă пулнине пурте лайăх пĕлеççĕ, çавна май вĕсем яланах хастар та маттур. Спортра та çитĕнỹсемпе палăраççĕ вĕренекенсем. Районта иртекен тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнаççĕ. Вĕсем вĕренỹре те тăрăшуллă. Аслă Чурачăк ачисем вара уйрăмах çĕнĕ шкул пирки ĕмĕтленеççĕ. Ăна мĕнлерех кураççĕ-ха вĕсем? Артем: Тĕлĕнмелле пысăк спортзал пуласса шанатăп. Çĕнĕ мечĕксем... Бассейн пулсан, унта ишсе киленĕпĕр. Дима: Ĕмĕтĕмре хитре те пысăк шкул. Ун умĕнче - чечек клумбисем. Вика: Классем çутă та таса, çĕнĕ сĕтел-пукан. Компьютер класĕ пуян пултăр. Ачасен ĕмĕчĕсем пурнăçланасса шанас килет.