Комсомольский муниципальный округ

ÇĔР ÇУЛТИ КИНЕМЕЙ

Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар. Çын 100 çул пурăнни те сайра тĕл пулать. Пĕр ĕмĕр пурăнса ирттересси, тĕрлĕ саманара пурăнасси, паллах, çăмăл мар. Çапах та Александровка ялĕнче пурăнакан Александра Павловна Мешарина 100 çула çитме пултарнă. Вăл чỹк уйăхĕн иккĕмĕшĕнче 100 çул тултарать. Мăшăрĕ вăрçăра хыпарсăр çухалнă. Хĕрарăм виçĕ ачипе тăлăха тăрса юлнă. Асли пĕчĕк чухне чире пула вилет. Иккĕмĕш ывăлĕ те вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Тепĕр ывăлĕ, Александр Михайлович, тăван ялтах тĕпленсе çемье çавăрнă. Вăл 77 çулта, тăван амăшне вĕсем мăшăрĕпе пăхса тăраççĕ. "Малтан аванах çỹретчĕ, пире пулăшатчĕ. Халĕ выртсах тăрать çав, çулĕ те пур та ĕнтĕ. Пĕр ĕмĕр пурăнасси çăмăл мар. Вăрçă вăхăтĕнче терт-нушине те сахал мар курнă",- тет ывăлĕ Александр. Александра Павловнан ĕмĕрĕ çăмăл пулман. Икĕ ачине пурнăç çулĕ çине кăларнă. Мĕн çамрăкран тивĕçлĕ канăва кайичченех колхозра ырми-канми вăй хунă. Халĕ кинемейĕн 3 мăнукпа 5 мăнмăнук. Александра Павловна вĕсемпе савăнать. Хăнана килсессĕн хĕпĕртет. Александра Павловнăна 100 çулхи юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр!



"Каçал Ен"
01 ноября 2006
00:00
Поделиться