ПĔРРЕМĔШ ВЫРĂНА ТУХНĂ
Октябрĕн 29-мĕшĕнче Патăрьелĕнче шашкăпа тата шахматпа выляссипе ăмăртусем ирттерчĕç. Ăна хăйĕн ĕмĕрĕнче спорта малалла аталантарас тесе тăрăшнă Аркадий Егорович Задорова халалланă. Вăл шкул-интернатра учительте ĕçленĕ, халĕ 75 çул тултарчĕ. Вăййа Вăрмар, Тăвай, Комсомольски тата Патăрьел спортсменĕсем хутшăнчĕç. Пирĕн район чысне çамрăк шахматист Сергей Спиридонов хỹтĕлерĕ. Шахматпа 10 çын, шашкăпа 10 çын вылява хутшăнчĕç. Пурĕ 9 вăйă вылярĕç. 8 очко пуçтарса С.Спиридонов 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Район администрацийĕн Грамотине тата хрусталь ваза илме тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăна 7 очко пуçтарса Вăрмар районĕнчен килнĕ А.Ермолаев йышăнчĕ. Виççĕмĕш вырăнта Патăрьел районĕнчен М.Абдуллин пулчĕ. Шашкăлла выляма пирĕн районтан хутшăнакансем пулмарĕç. Сергей Спиридонова малалла та малти вырăнсем йышăнса район чысне çỹллĕ шайра тытма сывлăх, ăнăçу сунатпăр.