ĔÇЛЕНĔ ХЫÇÇĂН ТĂРĂШСА УЯВ ИРТТЕРЧĔÇ САВĂНСА
Хресчен ĕçне кĕркунне хаклать. Ĕçленине кура тупăшĕ, тырри те, выльăх апачĕ те пур. Пĕтĕмлетỹсем хатĕр ĕнтĕ. Уй-хир ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн ял хуçалăх ĕçченĕсем хăйсен уявне пуçтарăнаççĕ. Кăçал вăл пирĕн районта ноябрĕн 3-мĕшĕнче иртрĕ. Чи малтанах ял çыннисене уяв ячĕпе район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков саламларĕ. Пĕрлешỹллĕ хуçалăхсем кăçал япăх мар ĕçленине палăртрĕ. Тырпул, çĕрулми тухăçĕ начар мар. Выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрленĕ. Аш-какай, сĕт пĕлтĕрхинчен ытларах туса илнĕ. Çакăн пирки тĕплĕнрех районти ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ Г.М.Киргизов чарăнса тăчĕ, цифрăсем илсе кăтартрĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсем кăçалхи 9 уйăхра 49 миллион тенкĕ услам илнĕ. 34 хуçалăх таса тупăш курнă. Уйрăмах "Слава картофелю" агрофирма" ООО, "Рассвет", "Урожай", "Искра" хуçалăхсен тупăш калăпăшĕ пысăк. Ял хуçалăх отраслĕнчи вăтам ĕç укçи 2506 тенкĕпе танлашнă. "Слава", "Слава картофелю" агрофирма", "Искра", "Рассвет", "Урожай" хуçалăхсенче ĕç укçи аван тỹлеççĕ. Хуçалăхсем, темĕнле йывăр пулсан та, çĕнĕ техника туянма тăрăшнине ырларĕ Георгий Михайлович. Çакă уй-хирте малта пыракан технологипе ĕçлеме май парать. ЧР ял хуçалăх министерствин кадрпа пĕлỹ пайĕн начальникĕ Г.П.Таланцева салам сăмахĕпе пĕрлех Хисеп грамотисем те илсе килнĕ. Уйрăмах лайăх кăтартусемпе ĕçлесе пынă çынсене вăл грамотăсем пачĕ. "Чăвашрегионгаз" ОАО генеральнăй директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ К.С.Мифтахутдинов хăйĕн ентешĕсен çитĕнĕвĕсемпе хăпартланнине пĕлтерчĕ, малашне те ял ĕçченĕсене ăнăçу сунчĕ. Ĕçре малта пыракансене, хăйсен партнерĕсене "Чăвашагрокомплект" ОАО, Вăрнарти "Август" фирмăн представителĕсем саламларĕç, чылай çул килĕштерсе ĕçлекен хуçалăхсене парнесем пачĕç. Район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков, ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ Г.М.Киргизов, агропромышленноçра ĕçлекенсен профсоюз райкомĕн председателĕ Ю.С.Тимофеев ĕçре палăрнă хуçалăхсемпе унта ĕçлекенсене Дипломсемпе Хисеп грамотисем, хаклă парнесем пачĕç. Кăçал та куçса çỹрекен "Пысăк ылтăн пучах" приза "Рассвет" ял хуçалăх кооперативĕ çĕнсе илчĕ. Унта кашни гектар усă куракан çĕр пуçне 41,7 центнер апат единици чухлĕ уй-хир культурисем туса илнĕ. Куçса çỹрекен "Пĕчĕк ылтăн пучах" приза пĕлтĕрхи пекех "Луч" ял хуçалăх кооперати-вĕнчи Н.М.Филиппов ертсе пыракан бригада тивĕçрĕ. Асăннă бригада кашни гектар çĕр пуçне 39,1 центнер апат единици чухлĕ уй-хир культурисем пуçтарса кĕртнĕ. Пĕтĕмĕшле илсен "Луч", "Искра" хуçалăхсем те уй-хиртен пысăк тухăç илме пултарнă. "Рассвет" кооперативра ĕçлекен вунă ытла çын тĕрлĕ енĕпе хаклă парнесене тивĕçрĕç. Çавăн пекех "Луч", "Урожай", "Асаново", "Восток", "Слава" хуçалăхсенчи ĕçченсенчен чы-лайăшĕ парнесем илчĕç. Шăпах çак хуçалăхсем пур енĕпе тенĕ пекех ỹсĕмлĕ ĕçленĕ. Уяв юрă-ташăсăр мĕнле-ха? Залра ларакансене "Каçал" фольклор ансамблĕ, районти искусство шкулĕнчи ташă ушкăнĕ, культура ĕçченĕсем савăк юрăсемпе саламларĕç. Çак мероприятие районти культурăпа кану центрĕн методисчĕ В.Н.Курицына лайăх йĕркелесе ертсе пычĕ. Уяв иртрĕ. Анчах та ĕçченсен хĕл кунĕсенче те алă усса ларма май çук. Çитес çул валли вăрлăх хатĕрлемелле, ферма ĕçченĕсен аш-какай, сĕт туса илмелле.