ХĔЛЕ ГАЗПА КĔТСЕ ИЛЕÇÇĔ
Унта е кунта котельнăйне çутçанталăк газĕпе хутмалла тунă е ăçта та пулин "сенкер çулăм" чĕртнĕ тесе паян никама та тĕлĕнтереймĕн. Республикăри, районти кашни яла тенĕ пекех çитнĕ асăннă ырлăх. Çапах мĕнпур учрежденисемпе организацисем газлă пулайман-ха, çак ĕç чылайăшĕнче пырать. Иртнĕ эрнекун, акă, районти 31-мĕш пушар чаçĕнче ĕçлекенсемшĕн уяв пекех пулчĕ, мĕншĕн тесен кунта "сенкер çулăм" чĕртрĕç, хĕле ăшă çуртра кĕтсе илчĕç. Çак пулăма "Чăваш Республикинчи Чрезвычайлă лару-тăру министерствин вут-кăварпа кĕрешекен республикăри служби" патшалăх учрежденийĕн начальникĕ Александр Махов та пысăк хак пачĕ. "Пушар чаçĕн котельнăйне газ çине куçарас ĕçе кĕске вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлас тесе подрядлă организаци те, заказчик те питĕ тăрăшрĕç. Çакăншăн Шăхасанти "Дружба" СМУна (ертỹçи В.И.Георгиев, прорабĕ М.С.Сафьянов), пушар чаçĕн начальникне С.А.Алексеева тата личнăй состава тав тăватăп. Пирĕн ведомствăри кăçал газификациленĕ пĕрремĕш объект пулчĕ ку. Çулталăк вĕçлениччен Пăрачкавра, Йĕпреçре ĕçлекенсем те газпа ăшăнма пуçлĕç. 2005 çулта Елчĕкри, Патăрьелĕнчи пушар чаçĕсенче çак ĕçе пурнăçланăччĕ. Комсомольскинчи котельнăйне республика бюджетĕнчен уйăрнă укçа-тенкĕпе тунă. Хăйсем тăрăшнине кура пирĕн те пулăшас кăмăл çуралать. С.Алексеев çак ĕçе хăй пуçарчĕ, пĕрлехи вăйпа вĕçне çитерчĕ. Вут-кăварпа кĕрешес ĕçре те пултаруллă комсомольскисем. Вĕсем хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене пысăк тимлĕх уйăрнипе пушарсен шучĕ те чакрĕ", - терĕ Александр Владимирович. 31-мĕш пушар чаçĕн умра татса паман ыйтусем татах та пур-ха. Çурт тăрри çирĕп мар, унтан та кунтан шыв анать. Компьютер та кивви çеç, унпа тĕрлĕ операцисене хăвăрт пурнăçлама май çук. Вут-кăварпа кĕрешекен республикăри службăн начальникĕ Александр Махов çак ыйтусенче пулăшма шантарчĕ. Çапла майпа пушар чаçĕн пурлăхпа техника бази пуянланса пырать, çынсен ĕç условийĕсем аванланаççĕ. Çак кун пушар чаçĕнче вăй хуракансен сăн-пичĕсенче савăнăç палли курăнчĕ. Вĕсене ăнланма пулать. Çурта "сенкер çулăмпа" хутса ăшăтни хăтлăх кỹрет, ĕçлекенсене те хавхалантарать. Кунсăр пуçне укçа-тенкĕ перекетлеме те май парать.