ПАСАРСЕНЧЕ ЙĔРКЕ КИРЛЕХ
Ноябрĕн 7-мĕшĕнче районти санитарипе эпидемиологи комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Комисси членĕсем пасарта тата район территорийĕн-чи ытти вырăнсенчи ирĕклĕ суту-илỹ тăвакан точкăсенче санитари законодательствине епле пурнăçланине сỹтсе яврĕç. Асăннă ыйтупа Чăваш Республикин тĕп санитари врачĕн Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк, Шăмăршă районĕсемпе ĕçлекен çумĕ Н.М.Сергеева сăмах илчĕ. Районта çаплипех хăй тĕллĕн йĕркеленнĕ пасарсем тĕлĕшпе татса паман ыйтусем пур-ха. Вĕсене валли çĕр уйăр-ман, ятарлă сĕтелсем çук, холодильниксĕрех, çĕр çинче е машина çинчен сутă тăваççĕ. Кун пек чухне вара апат-çимĕç пахалăхлă пуласси иккĕленỹллĕ. Район центрĕнче "Таныш" рынок пур. Унта ятарласа тунă 117 суту вырăнĕ. Анчах унтан-кунтан килекенсем темшĕн пасар территорийĕнче мар, унăн тулашĕнче тăраççĕ: çар комиссариачĕ, "Мир продуктов" магазин патĕнче е асфальт çул айккинче. Вырăн укçи вара унта та, кунта та пĕрешкелех - 50 тенкĕ. Уйрăмлăхĕ çавăнта çеç - пасар территорийĕнче тăнăшăн "Таныш" администрацийĕ пуçтарать, ун тулашĕнчишĕн - Комсомольски ял поселенийĕ. Санитари, гигиена тĕлĕшĕнчен илсен вара çакă сывлăхшăн хăрушлăх кăларса тăратать. Асăннă ыйтăва сỹтсе явма Комсомольски ял поселенийĕн пуçлăхĕ Петр Силивестров, район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн начальникĕ Марина Кокорева, "Таныш" пасар директорĕ Ремиз Хайртдинов хутшăнчĕç. Комисси членĕсем çапла йышăну турĕç: апат-çимĕç продукчĕсемпе хăй тĕллĕн йĕркеленнĕ пасарсенче сутма чармалла, апат-çимĕçе пасарсенче епле йышăннине, упранине тĕрĕслессине вăйлатмалла. "Таныш" администрацине вара объекта санитарипе эпидемио-логи нормисене пăхăнма, санитарипе эпидемиологи заключенийĕ илме сĕннĕ. Комиссии ларăвне унăн председателĕ Георгий Киргизов йĕркелесе пычĕ.