КРЕДИТ АТАЛАНМА МАЙ ПАРАТЬ
Ял çынни ĕçрен хăраса тăмасть. Хушма хуçалăх çĕрĕ çинче çĕрулми, пахчаçимĕç ỹстерет, килкартинче выльăх-чĕрлĕх тытать. "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн хушма хуçалăха аталантарма çăмăллăхлă кредит пама тытăнсан иккĕленмесĕрех чылайăшĕ документсем хатĕрлеме пуçланă. Çулталăк пуçланнăранпа ăна районти 750 хуçалăх илнĕ. Дотаципе пĕрле кредит виçи 2 миллион та 35 пин тенкĕпе танлашнă. Унпа вăрлăх, удобрени, ăратлă выльăх-чĕрлĕх туяннă, выльăхсем валли çĕнĕ хуралтăсем тума усă курнă. Кредит илнисенчен 500 ытла çын укçа-тенкĕпе мĕнле усă курнине çирĕплетекен справкăсем тăратнă. Ыттисен те васкамалла. Çăмăллатнă кредит ял çынсене пысăк пулăшу пани куç умĕнчех.