Александра Мишарина - ÇĔР ÇУЛТА
Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар. Çын 100 çул пурăнни те сайра тĕл пулать. Çапах та Комсомольски районĕнчи Александровка ялĕнче пурăнакан А.П.Мишарина 100 çула çитме пултарнă.
Александра Павловнăн мăшăрĕ вăрçăра хыпарсăр çухалнă. Хĕрарăм виçĕ ачапа тăлăха тăрса юлнă. Шел пулин те, асли пĕчĕк чухнех чире пула вилнĕ. Иккĕмĕш ывăлĕ те вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Тепри вара, Александр Михайлович, тăван ялтах тĕпленсе çемье çавăрнă. Вăл - 77 çулта. Мăшăрĕпе пĕрле амăшне пăхса пурăнаççĕ.
"Хыпар"