Сцена çинче – вĕрентекенсем
Комсомольски тăрăхĕнчи вĕрентÿ тытăмĕнчи художество пултарулăх коллективĕсем хăйсен çулталăкри ĕç-хĕлне пĕтĕмлетме сцена çине тухнă: районта Ăс-хакăлпа çутлăх çулне халалласа юрă-ташă, шÿтпе кулă ăстисен фестивалĕн пĕрремĕш турĕ тÿрех çичĕ вырăнта иртнĕ. Унта 21 коллектив хутшăннă. Вĕсен ăсталăхне хаклакансене пĕртте çăмăл килмен: вĕрентекенсем шкул кабинечĕсенче çеç мар, халăх умĕнче те питĕ пултаруллă пулнине ĕнентерÿллĕн кăтартнă. Паллах, пĕлÿ çурчĕсен ĕçченĕсемпе шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсенче тăрăшакансене хăйсен ăсталăхне туллин кăтартма ял тăрăхĕсенчи культура çыннисем пысăк пулăшу кÿнĕ.
Комсомольскинчи, Асанкассинчи, Урмаелĕнчи, Аслă Чурачăкри, Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнчи, Тукайри, Хирти Мăнтăрти вĕрентекенсен фестивалĕнче суйласа илнĕ 17 номерпе композиципе Каçалсем район центрĕнчи «Комсомольски» культурăпа кану центрĕнче паллашĕç.