ĔÇЧЕНСЕМПЕ ТĔЛ ПУЛЧĔÇ
Ноябрĕн 15-мĕшĕнче пирĕн районти ĕçченсемпе тĕл пулма ЧР патшалăх ветеринари службинче ĕçлекенсем килчĕç. Малтанах вĕсене район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков йышăнчĕ, район пурнăçĕпе паллаштарчĕ. ЧР Патшалăх ветеринари службин надзор енĕпе ĕçлекен уйрăм начальникĕ Г.М.Лукин тата начальник çумĕ В.М.Иванов, районти ял хуçалăх управленийĕн тĕп зоотехникĕ К.Г.Гимальдинов, ветстанци начальникĕ Р.М.Велимухаметов малтанах "Асаново" ял хуçалăх кооперативĕн сĕт-çу фермине çитсе курчĕç. Кунта сăвăм пысăк. Швецире туса кăларнă сĕт провочĕсене хута янăранпа сĕте пысăк сортпа çеç сутаççĕ. Хуçалăхра кашни выльăх пуçне апат единици çине куçарса шутласан районта чи нумай апат хатĕрленĕ. Пăру илес енĕпе те ăнăçлă ĕçленĕ. "Восток" ял хуçалăх кооперативĕнче те çавăн евĕрлех кăтарту. Унта ăратлă выльăх ĕрчетес енĕпе ĕçлеççĕ, республикăри чылай хуçалăха та сутаççĕ. Икĕ кооперативра та ЧР патшалăх ветеринари службин специалисчĕсем унта ĕçлекенсемпе калаçу ирттерчĕç. Фермăсенче вăй хуракансен ыйтăвĕсем çине хурав пачĕç. Кун пек тĕлпулусем кирлех. Вырăна тухса халăх кăмăл-туйăмне ăнланни, вĕсен кăтартăвĕсене çỹлти шайри ĕç тăвакан влаçсем патне çитерни пысăк пĕлтерĕшлĕ.