Комсомольский муниципальный округ

ДЕПУТАТСЕН ПУХĂВĔ ИРТРĔ

Ноябрĕн 16-мĕшĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков уçрĕ. Кун йĕркипе паллаштарчĕ. Унта 7 ыйту пăхса тухрĕç. Районăн 2006 çулхи муниципаллă бюджечĕ мĕнле пурнăçланса пыни тата районăн пĕлтĕрхи бюджетне хушăмсем тăвасси çинчен районти финанс пайĕн начальникĕ Т.И.Николаева тухса калаçрĕ. Кăçалхи 10 уйăхра район бюджечĕн 83 проценчĕпе усă курнă. Муниципаллă пурлăха 2007 çулта приватизаци тумалли прогнозлă планпа (программăпа) экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн начальникĕ М.В.Кокорева паллаштарчĕ. Вăлах район харпăрлăхĕ шутланакан çĕрсене арендăна парас тата аренда хакне палăртас ыйтупа та сăмах илчĕ. Муниципаллă пурлăха приватизаци тумалли йĕрке пирки 2005 çулта тунă йышăнăва улшăнусем кĕртесси пирки те чарăнса тăчĕ. Çавăн пекех Марина Викторовна районти депутачĕсен Пухăвĕ 2005 çулхи декабрĕн 9-мĕшĕнче муниципаллă заказа пурнăçласси пирки йышăнăва улшăнусем кĕртесси пирки те ăнлантарса пачĕ. Депутатсем асăннă ыйтусене сỹтсе явса çирĕплетрĕç. Район больницин тĕп врачĕ, депутатсен яланхи комисси председателĕ М.И.Федорова ĕçре палăрнисене патшалăх наградисем пама тăратнă материалсемпе паллаштарчĕ. Депутатсем тата хушма 3 ыйту кĕртрĕç. Администрацин структурине çирĕплетес ыйтупа район юрисчĕ А.Г.Ямалетдинов тухса калаçрĕ. Малашне вĕрентỹ управленийĕ вырăнне вĕрентỹ пайĕ, финанс пайĕ вырăнне финанс управленийĕ пулĕ. Юлашкинчен депутатсемпе пуçтарăннисем 2007 çулхи район бюджечĕн публика вулавĕпе паллашрĕç. Пуху ĕçлĕ лару-тăрура иртрĕ.



"Каçал Ен"
18 ноября 2006
00:00
Поделиться