Комсомольский муниципальный округ

НАЛУКÇĂСЕН ĔÇĔ КĂТКĂС

1991 çулхи ноябрĕн 21-мĕшĕнче РСФСР финанс министерствинчен уйăрса уйрăм ведомство - РФ патшалăх налук служби туса хунă. Унтанпа кăçал 15 çул çитет. Пирĕн корреспондент Ю.Гаврилов уяв умĕн РФ патшалăх налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушинчи 2-мĕш номерлĕ инспекцин начальникĕпе Е.И.Черновпа курса калаçнă.

- Евгений Иванович, малтан районти налук инспекцийĕ çеç пулнă. Районсем хушшинчи инспекцине хăçан туса хунă-ши?

- Чăнах та, малтан пирĕн инспекцире штат пысăках марччĕ. 2001 çулхи ноябрьте районсем хушшинчи налук инспекцине туса хучĕç. Тĕп офис Комсомольскинче вырнаçнă. Пирĕн инспекцие Патăрьел, Елчĕк, Шăмăршă райо-нĕсем те кĕреççĕ. Тăватă районта налук ĕçченĕсем пурĕ çитмĕлĕн.

- Налукçăсем мĕнле ыйтусемпе ĕçлеççĕ-ши?

- Пирĕн икĕ тĕп пай. Камераллă тĕрĕслев тата тухса çỹрекен тĕрĕслев уйрăмĕсем. Каммераллă уйрăм офиса килнĕ документсене тĕрĕслет, тепринче вăй хуракансем предприятисемпе организацисене, учрежденисене çитсе тĕрĕслев ирттереççĕ. Вĕсемсĕр пуçне налук тỹлекенсемпе ĕçлекен пай, регистраци тата учета илекен пай, отчет, учет, анализ пайĕ, пĕтĕмĕшле тата финанас пайĕ, юридици пайĕ, информаци технологийĕн пайĕ пур. Унта ĕçлекенсем пурте аслă пĕлỹллĕ, квалификациллĕ. Хăйсене шанса панă ĕçе кирлĕ шайра пурнăçласа пыраççĕ.

- Налук пуçтарас енĕпе лару-тăру мĕнле-ши?

- Кăçалхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне тĕрлĕ шайри бюджетсене Комсомольски районĕпе пурĕ 50200 пин тенкĕ налук пырса кĕнĕ. Вăл шутран федераллă бюджета 9524 пин тенкĕ, республика хыснине 24310 пин тенкĕ, вырăнти бюджета 16366 пин тенкĕ пуçтарăннă. Кунсăр пуçне, бюджет мар фондсене 35710 пин тенкĕ кайнă.

- Пирĕн районта нумай налук хывакансем те пурах ĕнтĕ?

- Паллах. Ăçта ĕçе лайăх йĕркеленĕ, продукци кăларасси, суту-илỹ тăвасси е тата урăхла формăллă пулăшу парасси ăнăçлă пулса пырать - вăл организаци е предприяти укçаллă. Налук та ытларах тỹлеççĕ. Акă, райпо районта пĕтĕм налук тỹлекенсен калăпăшĕн 13 проценчĕ чухлĕ налук тỹлет. Çак организаци кăçалхи 10 уйăхра район бюджетне 2897 пин тенкĕ, республикăрине 1912 пин тенкĕ, федераллă бюджета 1975 пин тенкĕ налук хывнă. Кунсăр пуçне бюджет мар фондсене те 2717 пин тенкĕ куçарнă. Пурĕ 6784 пин тенкĕлĕх налук тỹленĕ. "Комсомольскинчи сĕт завочĕ" ОАО та налук чылай тỹлекен предприяти шутланать.

- Эпĕ асăрханă тăрăх, сирĕн офисра черет çук.

- Çакăншăн тăрăшатпăр та. Налук тỹлекен е пĕр-пĕр ыйтупа пынă çын инспекцире вăхăтне ан çухаттăр. Куратăр ĕнтĕ, çурта тĕпрен юсаса пысăклатрăмăр, хăтлăх кĕртрĕмĕр. Çакă уйрăм кабинăсем, кабинетсем ытларах тума май пачĕ. Халĕ пирĕн пата килнĕ çын чăрмавсăрах кабинăна кĕрсе ларса пирĕн ĕçченпе калаçма пултарать. Кунсăр пуçне отчетсене электронлă вариантпа Интернет урлă илме пуçларăмăр. Хальхи вăхăтра интернет урлă юридици енчен вăйра тăракан 180 ытла предприятипе çыхăннă. Малашне вĕсен йышĕ татах та ỹсессе шанатпăр.

- Евгений Иванович, сирĕн инспекцире чылай çул ĕçлекенсем те пур ĕнтĕ?

- Ун пек çынсем пур. Акă, В.В.Лукиянова, Т.С.Иванова, Г.Г.Зейнетдинов налук инспекцине туса хунăранпах пирĕн патра тăрăшаççĕ. 15 çул хушшинче пуçтарнă опытне çамрăк налукçăсене параççĕ. Хам та 1991 çултанпа налук службинче.

- Налук испекцийĕнче ĕçлекенсем спортпа та туслă иккен. Çакна коридорта çакăнса тăракан Дипломсем çирĕплетеççĕ...

- Çапла. Чăваш Республикин налук управленийĕ ирттерекен пур ăмăртусене те хутшăнма тăрăшаççĕ. Хăйсене япăх мар енчен кăтартаççĕ. Пирĕн налукçăсем налук ĕçченĕсем хушшинче ирттерекен çăмăл атлетика, мини-футбол, волейбол тата ытти енсемпе малти вырăн йышăнаççĕ. Çак енсем спартакиадăна кĕреççĕ. Унта эпир 1-мĕш вырăн йышăннă вăхăтсем те пулнă.

- Евгений Иванович, налук ĕçченĕсене мĕн суннă пулăттăр?

- Чи малтанах, хастар ĕçшĕн тав тăватăп. Вĕсен ĕçĕ çăмăл мар, кăткăслăхпа тĕл пулма тивет. Вĕсене телей, çирĕп сывлăх, вăй-хал, ĕçре çитĕнỹсем сунатăп.

- Калаçушăн тавтапуç.



"Каçал Ен"
18 ноября 2006
00:00
Поделиться