Çыхăну ан татăлтăрччĕ!
- Ĕç кунĕ хаçатран пуçланать тесен те йăнăш пулмасть, - тет Комсомольски районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр пуçлăхĕ Н.В.Антонов. – Çĕнĕ хыпарпа хаçат урлă паллашатпăр, «Хыпарсăр» пĕр кун та иртмест.
Камшăн мĕнле çав: пĕри телевизор пăхать, тепри хаçат вулать. Комсомольски почтамтĕнче пĕлтернĕ тăрăх, сырăнтару хальлĕхе тивĕçлĕ шайра мар, иртнĕ çур çуллăх çырăнтарăвăн 40 проценчĕ те пулайман-ха. Умра вара - шутлă кунсем. Сăмахран, Каçалсем халĕ «Хыпара» 499 экземпляр илсе тăраççĕ пулсан, çиес çур çул валли чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне 208 çемье çеç çырăннă., «Çамрăксен хаçатне» – 237, «Кил-çурт, хушма хуçалăха» - 455, «Сывлăха» - 135, «Чăваш хĕрарăмне»- 181.
2006 çулăн пĕрремĕш çуррипе танлаштарсан иккĕмĕш çурринче «Хыпра» хаçат йышĕ 131 экземпляр чакрĕ. Килес çул вара Каçал тăрăхĕнче вулакансен йышĕ чылай ÿсессе шанатпăр.