РЕСПУБЛИКĂРА ПĔРРЕМĔШ
Ноябрĕн 2-3-мĕшĕсенче Çĕнĕ Шупашкар хулинче "Урожай" физкультурăпа спорт обществин спартакиадин шу-чĕпе çăмăл атлетсен ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта пирĕн районтан 10 çын хутшăннă. Команда 4-мĕш вырăн йышăннă. Ноябрĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарта çỹлерех асăннă спорт обществин конференцийĕ иртнĕ. ЧР физкультурăпа спорт министрĕ А.А.Николаев, ЧР ял хуçалăх министрĕ М.В.Игнатьев пуçтарăннисене саламланă, "Урожай" спорт обществин ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Çакăнтах кăçалхи спартакиадăн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Пирĕн район спортсменĕсем армреслинг енĕпе 1-мĕш, мини-футболпа 2-мĕш, волейболпа 2-мĕш, шашкăпа 3-мĕш, сĕтелçи теннисĕпе - 5-мĕш, йĕлтĕр спорчĕпе - 7-мĕш, çăмăл атлетикăпа 4-мĕш вырăнсене йышăннă. Пĕтĕмĕшле вара комсомольскисем спартакиадăн çĕнтерỹçисем пулса тăнă. Ноябрĕн 25-мĕшĕнче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче спартакиадăн çĕнĕ сезонне уçса армреслинг енĕ-пе ăмăрту пулса иртет. Унта пирĕн район командине 1-мĕш вырăншăн кубок парĕç.