Комсомольский муниципальный округ

ВАРНАВА ВЛАДЫКА - ЛУЦКИРЕ КĔТНĔ ХĂНА

Православи тĕнне ĕненекенсем ноябрĕн 19-мĕшĕнче Таса Герман уявне паллă тăваççĕ. Урăхла Ярмун тесе те калаççĕ ăна. Çак кун Луцкинче пурăнакансем хăйсен чиркỹ праçникне (престольный) паллă тăваççĕ. Кăçал вара ĕненекенсене Таса Герман кунĕпе саламлама Чăваш Ен тата Шупашкар митрополичĕ Варнава та килсе çитрĕ. Пирваях вăл Луцкири Хусан Тур амăш иконĕн чиркĕвĕнче литурги ирттерчĕ. Ăна хăйпе пĕрле килнĕ священнослужительсем, Савватий архимандрит, кăнтăр районĕсен благочиннăйĕ Анатолий атте, районти чиркỹсен настоятелĕсем пулăшрĕç. Тĕн çыннисем пурне те уяв ячĕпе саламларĕç, пурнăç çулĕпе чунри ĕненỹпе утма ыр сунчĕç. Кĕлĕ вĕçленсен прихожансем сыпма, таса аттесенчен пил илме пултарчĕç. Ун хыççăн пурте картишне тухса праçнике хисеплесе турăшсемпе, хĕрессемпе чиркỹ тавра çаврăнчĕç (крестный ход). Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава район пуçлăхĕпе Геннадий Волковпа та тĕл пулчĕ. Вĕсем пĕрле Александровкăри святой çăлкуç патне çитсе курчĕç. Халĕ кунта хăнасене илсе кайма чăннипех те намăс мар. Малтанхи вырăнне йывăçран пураласа илемлĕ часовня лартса хунă. Унта кăмăл пулсан шыва кĕме те, сапăнма та майсем пур. Çăлкуç патне илсе пыракан çула тирпейлеме, ăна асфальтран сарма сĕнỹ панă владыка. Тата вăл Г.Волковпа район больницин территорийĕнче часовня лартас пирки те сăмах пуçарнă. "Çакă чирлисене хăвăртрах сывалма, вĕсен чунне çирĕплетме те пулăшĕччĕ", - тенĕ владыка. Район пуçлăхĕ пулас часовньăн проекчĕ пирки шутлама капиталлă строительство пайне, архитектора хушу пачĕ.



"Каçал Ен"
22 ноября 2006
00:00
Поделиться