Комсомольский муниципальный округ

ИНТЕРНЕТ - КАШНИ ШКУЛТАХ

Вунă çул каялла кăна-ха компьютерсем пирĕншĕн пысăк çĕнĕлĕхчĕ. Анчах та наукăпа техника прогресĕ пĕр вырăнта тăмасть, çак паха техникăсăр пĕр учрежденипе офисăн малашлăхне курма çук. Халĕ кашни килте те тенĕ пекех компьютер пур. Паха техникăпа пĕрлех пирĕн пурнăçра Интернет çыхăнăвĕ те пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнма пуçларĕ. Интернетпа пурте анлăн усă кураççĕ. Вĕрентỹ учреждени-йĕсенче те вăл çирĕп никĕсленнĕ. Çак пĕтĕм тĕнчери çыхăнăва тухма районти кашни шкултах ятарлă компьютер класĕсем пур. Унта ачасене тĕрлĕ енлĕн аталанма пĕтĕм услови çителĕклĕ. "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн 2006-2007 çулсенче кашни шкулах интернетпа çыхăнтармаллине пăхса тухнă. Çавна май пĕлỹ шкулĕсене анлăн аталанма условисем пур. Тĕслĕхрен, 2006 çулта тĕнче шайĕнчи çыхăнупа Раççейри 28,5 пин шкул çăмăллăнах усă курма пултарать. Çак тĕллевпе Федераци бюджетĕн-чен 1,5 милиард тенкĕ укçа уйăрнă та ĕнтĕ. Раççейре кашни 42 ачана пĕр компьютер тивĕçет. Хăшпĕр регионсене илес пулсассăн 46 вĕренекене 1 компьютер. Çулсеренех тĕллевлĕ программăсене пурнăçа кĕртеççĕ. Çавна май Чăваш Ен те ăнăçлă ĕçлет. Республикăри 26 вĕренекене 1 компьютер тивĕçет. Чăваш Республикинчи хуласемпе районсенчи кашни шкулах çак паха техникăпа тивĕçтернĕ, вĕсенчен 85 проценчĕ Интернетпа усă курать. Чылайăшĕн харпăр хăй сайчĕсем те пур. Тĕллевлĕ программăсемпе килĕшỹллĕн малашне пурте Интернетпа анлăн усă курса хăйсен сайчĕ-сене уçмалла. Вĕрентỹ учрежденийĕсем Интернетпа çыхăннăшăн Федераци бюджетĕнчен ятарласа уйăрнă укçа-тенкĕпе саплаштараççĕ. Пирĕн районта та "Вĕрентỹ" наци проекчĕ тухăçлă пурнăçланса пырать. Районти кашни шкултах паха техника пур, ятарлă компьютер класĕсем ĕçлеççĕ. Пĕтĕмĕшле илес пулсассăн районĕпе 15 ача пуçне 1 компьютер тивет. Ку япăх мар кăтарту. Шкулсенче интернета çăмăллăнах тухса тĕрлĕ информаци илме май пур. Александровка, Чĕчкен, Йỹç Шăхаль, Йăлмахва шкулĕсенче çеç паянхи кун Интернета тухма условисем çук. Çитес вăхăтра çак ĕçе пурнăçлама палăртаççĕ. Нумаях пулмасть Çĕнĕ Мăрат, Хирти Явăш вăтам шкулĕсем çĕнĕ компьютерсемпе пуянланчĕç. Апла пулсассăн тăрăшса вĕренмелле, паха техникăпа пурнăçра вырăнлă усă курса аталанмалла, малалла тишкермелле, çĕннине алла илмелле.



"Каçал Ен"
25 ноября 2006
00:00
Поделиться