Комсомольский муниципальный округ

ТĔСЛĔХ БИБЛИОТЕКИСЕН ЙЫШĔ ỹСРĔ

ЧР Президенчĕн Н.В.Федоровăн "Чăваш Республикинчи ялсенче тĕслĕх библиотекисем çинчен" указĕпе килĕшỹллĕн районта тĕслĕх библиотекине уçасси йăлана кĕчĕ. Паянхи куна районти ялсенче 9 тĕслĕх библиотеки ĕçлет. Ноябрĕн 23-мĕшĕнче Кĕçĕн Çĕрпỹел ялĕнче савăнăçлă лару-тăрура çĕнĕ йышши моделлĕ тепĕр библиотекăна хута ячĕç. Историпе паллашас пулассăн, Кĕçĕн Çĕрпỹел ялĕнче 1921 çулта вулав çурчĕ уçăлнă. Унтанпа вăл ăнăçлă ĕçлесе пынă, паян - тĕслĕх библиотеки. Ку ял-йышшăн, библиотека ертỹçишĕн - пысăк савăнăç. Чи малтанах уява пухăннă хăнасене райадминистрацин вĕрентỹ управленийĕн начальникĕ Н.А.Максимов саламларĕ: "Ырă та илемлĕ кун - тĕслĕх библиотеки уçăлчĕ. Çавна май эпĕ сире телей, ăнăçу сунатăп. Район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков ятĕнчен Г.В.Любимовăна Хисеп грамоти парса чысларĕ. Сăмах май, каласан, Галина Викторовна библиотека ĕçĕнче 35 çул тăрăшать. Хăй те çак кунсенче 55 çулхи юбилейне паллă туса ирттернĕ. Пултаруллă та ĕçчен ертỹçĕ-не район библиотекин коллективĕ те ăшшăн саламларĕ. Малашне те туслăн, тăрăшса вăй хума сунчĕ. Çавăн пекех Николай Аркадьевич тĕслĕх библиотекин свидетельствине пачĕ. Унта ЧР президенчĕ Н.Федоров компьютер, сканер, принтер, компакт дисксем, тĕрлĕ кĕнекесем, тĕслĕх библиотекине парнеленине пĕлтерсе алă пуснă. Вĕрентỹ управленийĕн культура енĕпе ĕçлекен çумĕ В.С.Васильев, ял поселенийĕн пуçлăхĕ Г.Г.Ракчеев, вулакансен енĕпе Н.Я.Григорьев тухса калаçрĕç, уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕç, малашне тата та тăрăшса ĕçлеме сунчĕç. Районти библиотека директорĕн вăхăтлăх ĕçне пурнăçласа пыраканĕ М.В.Мокеева компьютер, наци, район библиотекин кĕнеке каталогĕпе, "Манăн пĕрремĕш библиотека", "ЧР Вĕрентỹ заведенийĕсем", "Консультант-плюс" базăсем тĕрлĕ информаципе пуяннине палăртрĕ. "Тăван Ен _ Çĕрпỹел тăрăхĕ" ял историйĕн презентацийĕ те кашнин кăмăлне кайрĕ. Компьютер çинче ял историйĕпе тĕплĕн палашма май пур. Паллă, пултаруллă çынсем çинчен те пĕлме пулать. Уйрăмах ачасемшĕн çакă паха. Шкул ачисемпе вĕрентекенсем, ача садĕнчи шăпăрлансем те библиотекăпа туслă. Вĕсем те уяв ячĕпе саламласа сăвă, юрă шăрантарчĕç, ташă парнелерĕç. Галина Викторовна вара чи нумай кĕнеке вулакана та палăртрĕ. Ксюша Соколова (6-мĕш класс) çулталăк хушшинче 365 кĕнеке вуланă. Ыттисем те маттуррине каламалла. Библиотека культура çурчĕн иккĕмĕш хутĕнче вырнаçнă. Кунта таса та хăтлă, сĕтел-пуканĕ çĕнĕ. Паянхи куна библиотека фондĕнче 13 пине яхăн кĕнеке, çулталăкне 800 яхăн вулакан унта çỹрет. Алла кĕнеке илсе çĕннине пĕлет. Тĕслĕх библиотекине малашне тата та ытларах вулакан çỹрессе шанас килет. Илемлĕ пỹлĕмсем, çĕнĕ кĕнекесем кашнинех илĕртĕç. 



"Каçал Ен"
25 ноября 2006
00:00
Поделиться