Комсомольский муниципальный округ

БЮДЖЕТ ЙЫШĂНЧĔÇ

Ĕнер район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ пулса иртрĕ. Ăна район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Депутатсем пурĕ 6 ыйту пăхса тухрĕç. Малтанах вĕсем районăн 2007 тата 2009 çулччен социаллă-экономикăлла аталанăвĕн прогнозне итлесе йышăнчĕç. Унпа экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ М.В.Кокорева паллаштарчĕ. Прогноз 2009 çулччен районта промышленноç, ял хуçалăхĕ, пĕчĕк предпринимательство туса кăларакан продукци калăпăшĕ пысăкланса, çынсен пурнăç условийĕ лайăхланса пырасса шаннине палăртать. Çакна тума майсем пур. Финанс пайĕн начальникĕ Т.И.Николаева районăн 2007 çулхи бюджечĕн поекчĕпе тухса калаçрĕ. Ăна сỹтсе явакансем, ыйтусем паракансем пулчĕç. Çапах та депутатсен хастарлăхĕ палăрсах каймарĕ. Çитес çулхи бюджета йышăнчĕç, ун патне çулталăк тăршшĕпех таврăнса улшăнусем, хушусем кĕртме пулчĕç. Районти ветстанци начальникĕ Р.М.Велимухаметов 2003-2006 çулсенче çынсемшĕн те, выльăхсемшĕн те уйрăмах хăрушă чирсене хирĕç кĕрешес тĕллевлĕ программа мĕнле пурнăçланни çинче чарăнса тăчĕ. Чылай ĕç тунă, анчах тăрăшмалли татах та пур-ха. ЧР Президенчĕ "Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ çинчен" Указне пурнăçласа йĕркеленĕ мероприятисем пирки районти вĕрентỹ упрвленийĕн начальникĕ Н.А.Максимов каласа пачĕ. Çак Указа пурнăçласа районта выставкăсем, калаçусем, тематика каçĕсем, конкурссем тата ытти мероприяти йĕркеленĕ. Район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕн çумĕ Х.С.Идиатуллин депутатсен çитес çулхи ĕçĕн планĕпе паллаштарчĕ. Пухура Г.Ф.Волков, депутатсен Пухăвĕн председателĕ Е.И.Карпеев, яланхи комисси председателĕ В.Н.Гордеев кун йĕркинчи ыйтусене пăхса тухма хутшăнчĕç. Юлашки ыйтусем кĕске пулчĕç, вĕсене депутатсем вăраха ямасăр йышăнчĕç.



"Каçал Ен"
29 ноября 2006
00:00
Поделиться