Комсомольский муниципальный округ

ЭЛЬПУÇСЕМШĔН ТЕ САВĂНĂÇ ПУЛЧĔ

Районта тĕслĕх библиотекисен йышĕ ỹссех пырать. Акă, нумаях пулмасть Кĕçĕн Çĕрпỹел ялĕнче моделлĕ библиотека хута кайнăччĕ, халĕ çак савăнăçлă пулăм эльпуçсемшĕн те пулчĕ. Ноябрĕн 29-мĕшĕнче кунта та тĕслĕх библиотекине уçрĕç. Вăл районта вуннăмĕш. Ку ял-йышшăн, библиотека ертỹçишĕн, шкул ачисемшĕн - пысăк савăнăç. Чи малтанах уява пухăннă хăнасене район пуçлăхĕ Г.Ф. Волков саламларĕ, тĕслĕх библиотекин свидетельствине пачĕ. Унта ЧР Президенчĕ Н.Федоров компьютер, сканер, принтер, компакт-дисксем, тĕрлĕ кĕнекесем тĕслĕх библиотекине парнеленине пĕлтерсе алă пуснă. Ял поселенийĕн пуçлăхĕ Н.П.Носов, культура пайĕн специалисчĕ З.С.Мельникова, çак ялта çуралса ỹснĕ, шкул директорĕнче те ĕçленĕ, халĕ ĕç ветеранĕ А.Г.Агафонов, ветерансен совечĕн председателĕ Е.Е.Иванов, шкул директорĕ Н.Г.Ильин, ĕç ветеранĕ Р.С.Петрова тухса калаçрĕç, уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕç, парнесем пачĕç. "Дружба" ял хуçалăх кооперативĕн ячĕпе М.П.Ильязова тĕп бухгалтер, фельдшерпа акушер пункчĕн ĕçченĕсем те ăшшăн саламларĕç. Районти библиотека директорĕн ĕçне вăхăтлăх пурнăçлаканĕ М.В.Мокеева компьютер наци, район библиотекин кĕнеке каталогĕпе, "Манăн пĕрремĕш библиотека", "ЧР вĕрентỹ заведенийĕсем", "Консультант-Плюс" базăсем тĕрлĕ информаципе пуяннине палăртрĕ. Компьютерпа ял историйĕпе тĕплĕн паллашма май пур. Паллă, пултаруллă çынсем çинчен те пĕлме пулать. Шкул ачисемпе вĕрентекенсем, культура çурчĕн членĕсем уяв ячĕпе саламласа сăвă, юрă шăрантарчĕç, ташă парнелерĕç. Е.Ф.Павлова библиотекарь вара хăнасене, тĕслĕх библиотекине уçма пулăшакансене чĕререн тав турĕ.



"Каçал Ен"
02 декабря 2006
00:00
Поделиться