"Çил ăçтан вĕрнине мар, пурнăç таппине тăнла”
тет Комсомольски райпо канашĕн председателĕ Евгений Карпеев. «Пуçлăхсемпе пысăк усламçăсене вĕрентсе каламастăп эпĕ, - хăйне хăй хирĕçленçи пулчĕ Евгений Иванович. – Хамăр ĕçченсене – кантурта ларакансенчен тытăнса ахаль сутуçă таранах - халăх мĕнле пурăннине, ăна мĕн килĕшнине е мĕн кирлине витĕр курса тăма хăнăхтарас шутпа калатăп çак сăмахсене. Мĕншĕн тесен унсăрăн лайăх предприниматель пуласси те, суту-илÿпе бизнесра ăнтарасси те иккĕленÿллĕ».
Е.И.Карпеев хăй рабочи те пулнăскер, тĕрлĕ шайри пуçлăх лавне те туртнăскер, пăтăрмахлă, çыранран тухнă юхан шыв пек пăлханнă тапхăра Комсомольски райпо председателĕнче кĕтсе илет. Лаввкасен сентри шапăрпа шăлса тухса кайнă пек пушанни те, хаксем вышкайсăр ÿсни те, - пурте, пĕтĕм йĕркесĕрлĕхпе ылмашăну унăн куçĕ умĕнче пулса иртет.
- Шăпах çак çулсем пирĕн пата пайщиксен чăтăмлăхне тĕрĕслемелли тапхăр пулчĕç те, - тет райпо пуçлăхĕ, халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерес енĕпе РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ ĕçченĕ тата ытти нумай-нумай хисеплĕ ятпа наградăна тивĕçнĕ Евгений Иванович. – Анчах эпир чăтрăмăр, парăнмарăмăр. Ял халăхĕшĕн чунран тăрăшса ĕçлекен çĕр-çĕр çынран тăракан коллектива та пĕтĕмпех упраса хăвартăмăр.
- Упранса юлтăр çеç мар, сумлăн аталанса пыратăр, хушса хутăм паллă суту-илÿçĕ тата менеджерпа калаçăва малалла тăснă май.
- Чăннипе, шăпах конкуренци – рынокшăн пыракан хĕрÿ тупăшу райпона юлашки çулсенче халăха тĕрлĕ енлĕ пулăшу парассине темиçе хут çĕнетсе лайăхлатма май пачĕ те. Халĕ кирек хăш ялти лавкка та хăйĕн илемĕпе тата илĕртĕвĕпе коммерсансеннинчен юлмасть: илемлĕ, тирпейлĕ, мĕн пур таварпа та тивĕçтерет. Ку çеç те мар, вĕсенчен чылайăшĕ хатĕрлев ĕçĕпе те тăрăшать: халăзран ытлашши çĕр улмине те, сĕтпе аш-пăшне те, çăмартипе пахча çимĕçне те йышăнать. Район центрĕнче Суту-илÿ çуртне, Йăла комплексне кĕрсе курăр-ха. Епле хитре те тирпейлĕ вĕсем.
Каçалсем çулталăк каялла çеç хута кайнă «Апат-çимĕç тĕнчи» лавккапа чăннипех те мухтанаççĕ. Туянас текен кирек мĕнле тавара та хăв тĕллĕнех суйласа илетĕн (самообслуживани), хакĕсем те çырлахтараççĕ, продукци пахалăхĕ те лайăх. Валентина Федорова ертсе пыракан коллектив кирек мĕнле ыйтăва та тивĕçтерет. Кĕçĕн Каçалти куллен кирлĕ таварсен лавкки те (ертÿçи Мария Юманова), ытти лавккапа столовăй-буфет та, ресторан та ăнăçлă ĕçлеççĕ.
- Кăçалхи кăтартусем иртнĕ çулхинчен лайăхрах пулмалла, - кăмăллăн пĕлтерет Е.И.Карпеев. – Иртнĕ вун пĕр уйăхрах тавар çаврăнăшĕ 206,6 миллион тенке çитрĕ, ку вăл пĕлтĕрхинчен 10 миллион тенкĕ ытларах. Çакă кашни çынна 7000 тенкĕлĕх ытла тавар сутнине е ытти пулăшу панине пĕлтерет. Çавăнпа та пирĕн пайщиксем кăмăллă.
- Евгений Иванович, ялсенче çĕнĕ кооперативсем йĕркелекенсен ĕçĕпе кăмăллă-и эсир?
- Хресчене пулăшасси – ырă ĕç. Анчах… Маларах каланă пек, «пурнăç таппине тăнлатăп» та вĕсем вăйлă аталанасса ĕненсех каймастăп. Акă, эпир кăçал çĕр-çĕр тонна çĕр улми, ытти продукци хатĕрлерĕмĕр. Анчах ăна тупăшлă вырнаçтарасси пăхсан та курăнмасть-ха. Туяннă чĕр тавар çине пирĕн саккун тăрăх хуракан хушма хак та кĕрет вĕт. Çĕнĕрен йĕркелекен кооперативсен пирĕнни пек кадрсем те, склад-базăсем те, чĕр тавара ĕçе кĕртмелли мини-завочĕсем те çук вĕт-ха. Тен, çав программăпа уйăракан укçа-тенке шăпах яла мĕн пур ыйтупа тивĕçтерекен Чăвашпотребсоюз тытăмне памалла? Пирĕн шухăшпа, ун чухне çав нивестицисем хăвăртрах çаврăнĕччĕç, усси уçăмлăрах та витĕмлĕрех те пулĕччĕ.
Хаçатра вырăн панипе усă курса эпĕ хамăрăн ырми-канми коллектива Раççей кооперацийĕн юбилейĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп, пурне те ырлăх-сывлăх, тулли телей сунатăп.