Тутлă та, техĕмлĕ те
Çапла хаклать чылайăшĕ Комсомольскинчи «Кооператор» юлташлăхăн вун-вун тĕрлĕ ĕçме-çиме продукцине. Коллектив ĕçĕ-хĕлĕ пирки ыйтсан производство ертÿçи Р.М.Кисапова чи малтанах хальтерех кăна килнĕ çырупа паллаштарчĕ. «Мана чылайранпа вар-хырăм чирĕ аптратать, - çырать Патăрьелĕнче пурăнакан Р.С. – Мухтав Турра, сирĕн «Директорская» минерал шывне ĕçме пуçларăм та хама самаях лайăх туятăп. Ăна кăларнăшăн сире чĕререн тав тăватăп».
- Çакăн евĕрлĕ ырă хыпар час-часах килни хавхалантарать, коллектив яланах пысăк ăнтăлупа ĕçлет, - калаçăва малалла тăсрĕ Раиса Митрофановна.
- Тĕллевсене çулленех ăнăçлăн пурнăçлатпăр. Продукци складра выртмасть. Тутлă шывсемпе сăрана кÿршĕ районсенче пурăнакансем кăна мар, хуларисем те нумай туянаççĕ. Çавăнпа та предприяти машинисем куллен тенĕ пекех Канаша та, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкара та каяççĕ. Продукцие, тĕпрен илсен, эпир хамăр леçсе паратпăр. Тепĕр чухне Хусана та çитетпĕр.
- Асăрхарăм: сирĕн продукцие туянакансем кăмăллă. Мĕнпе ытларах çыхăннă çакă?
- Пахалăхпа. Калăпар, эпир кăларакан тĕрлĕ ĕçме-çимере, ытти йышши продукцире сиенĕ япала çук. Шывра та, çĕр метр ытла тарăнăшĕнчен уçласа кăлараканскерте, кирлĕ мар хутăш тупаймастăн. Хăш-пĕр заводра сахăра ылмаштаракан тĕрлĕ япала хушаççĕ. Эпир чи паха песукпа анчах усă куратпăр. Сăра тумалли салат та, хăмла та, ăсла та - пурте чăн-чăн тата пачах сиенсĕр компонентсем. Эпир кăларакан «Преображенская» шывра та сывлăхшăн усăллă, тĕрлĕ чир-чĕртен сыхлакан япала нумай. Çавна май вĕсем ывăннине часах ирттерме пулăшаççĕ. Вĕсене эпир предприятирен инçех мар ятарлă çăлсенчи (вĕсене Мускаври лабороторисем таранччен тăтăш тĕрĕслесе тăраççĕ) сиплĕ шывран кăна хатĕрлетпĕр.
- Çавăнпах пулĕ ĕнтĕ сирĕн чылай продукци наградăсене тивĕçнĕ?
- Эпир хамăр продукципе час-часах тĕрлĕ курава хутшăнатпăр. Кашнинчен тенĕ пекех тĕрлĕ диплом е медаль илсе килетпĕр. Акă, 2000 çулта «Раççей хăмли тата сăри» тĕнчери ярмăркка-фестивальте «Кубнинское» сăра Диплома тивĕçрĕ. 2001 çулта çав ятпах иртнĕ ярмăркка-фестивальте «Преображенская» минерал шывĕ кĕмĕл медальпе дипломлă пулчĕ, тепĕр çулхине «Грушевый аромат» тата «Лимонад» бронза медальпе диплом çĕнсе илчĕç. Кăçал Пĕтĕм Раççейри «Чăваш Енри сăра тинĕсĕ» улттăмĕш фестивальтен «Преображенская» тата «Директорская» шывсем – ылтăн, «Мурзилка» вара кĕмĕл медаль хуçи пулса тăчĕç.
Юлташлăхра сакăр вунă ытларах çын ĕçлет. Юлашки пилĕк çулта тупăш илесси икĕ хута яхăн ÿснĕ. Таса тупăш та йĕркеллех. Çавна май кунта оборудование çĕнетсех тăраççĕ, производствăн ку чухнехи мелĕсене пурнăçа кĕртсех пыраççĕ. Предприятин парăм çук. Юлашки çулта кăна ĕç укçине 1,5 хута яхăн ÿстернĕ, халĕ вăл 5000 тенкĕ патнелле çывăх. Коллектив ÿсĕмлĕ ĕçлени куç умĕнчех. Иртнĕ çулхи виçĕ, кăçалхи икĕ кварталта «Кооператор» тавар кăларассине аталантарас енĕпе Центросоюзра пĕрремĕш вырăна тухнă.
Коллектив ертÿçи, «2004 çулхи чи лайăх хĕрарăм-директор», «Потребитель кооперацийĕн отличникĕ» ята тата ытти чылай наградăна тивĕçнĕ Евгения Анатольевна Карпеева рабочисене хаклама, вĕсене кирек мĕнле йывăр чухне те хавхалантарма пĕлет. Ялан çĕннине шырать. Унăн «сылтăм алли» Р.М.Кисапова кунта завод хута кайнă çулсенчех килнĕ. Вăл, ятарлă технологи пĕлĕвĕ илнĕскер, малтан лаборатори ертÿçи, унтан мастер пулнă, 1986 çултанпа – производство пуçлăхĕ.
Алия Хамидуллина бухгалтер, Меслие Гинатуллина экономист, Юрий Зубаревпа Владимир Самаркин инженерсем, Мария Боровкова участок мастерĕ, Татьяна Белобаева лаборантка, Антонина Антонова техник-менеджер тата ыттисем производствăна йĕркелеме те, тавара сĕнме те ăста. Ахаль рабочисем те пĕринчен тепри маттур. Вĕсенчен çурри ытла заводпа пĕрлех ĕçлеме тытăннă. Рабочисен вăтам ĕç стажĕ хĕрĕх çул патнелле пулни те кунта ĕçлекене хисеплени çинчен калать.