ÇУЛ УÇĂ, ТĂВАНĂМĂРСЕМ!
Çул тата хăна çурчĕсем Раççейре чи япăххисем. Çакна ХIХ ĕмĕртех вырăссен паллă писателĕ Н.Гоголь палăртнă. Хăна çурчĕсем пирки эпир сăмах пуçармăпăр. Çулсем енĕпе вара ĕçлемелли питĕ нумай. Çакна шута илсе ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров çул-йĕре йĕркене кĕртес енĕпе çине тăрса ĕçлемеллине палăртать, ятарлă Указ та пур. Тăманлă Выçли ялĕ пирĕн районта чи инçетре вырнаçнисенчен пĕри. Унта çитес тесен темиçе ял витĕр иртмелле пулнă. Çунтармалли-сĕрмелли япаласем, çынсен тарăхăвĕ... 1995 çулта, вăл вăхăтра "Пайгас" ял хуçалăх кооперативне (В.М.Перьев ертсе пынă), тỹртен çул тăвас ыйту хускалать. Вăл тăманлăвыçлисене Хырхĕрри ялĕпе тỹртен çыхăнтармалла пулнă. Председатель тĕрлĕ инстанцисене çỹренине пула 1995 çулта проект хатĕр-леме май килет. Канашри ДПМК ĕçченĕсем çул пулмалли вырăнти çĕре хăпартаççĕ. Анчах ĕç чарăнса ларнă. Сăлтавĕ - укçа-тенкĕ пулманни. Унтанпа 7 çул иртнĕ. Анчах та ĕç-пуç вырăнтан тапранман. Мĕн чухлĕ калаçу пулман-ши унтанпа( Тĕрлĕ инстанцисене мĕн чухлĕ хут çырман-ши? Ĕç малалла каяйман. Пур çĕрте те пĕр сăмах: "Укçа çук". ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн республикăри ялсем патне асфальтлă çулсем тăвассине хăвăртлатасси çинчен ятарлă указĕ тухнă хыççăн çул тăвас ĕç вырăнтан тапраннă. "Мост" ООО (директорĕ С.С.Рахчеев, тĕп инженерĕ Ф.И.Журавлев) тăрăшнипе "Тăманлă Выçли кирпĕч завочĕ" акционер обществи çывăхĕнче кĕпере çĕнĕрен туса хунă. Асфальт хывса Хырхĕрри ялĕпе çыхăнтарнă. Мĕнле савăнмăн-ха çакăншăн? Çак çул кăçалхи ноябрь уйăхĕнче хута кайнă. Халĕ ĕнтĕ тăманлăвыçлисен çавра çула (30 çухрăм) çỹремелле мар, тỹртен (16-18 çухрăм) район центрне çитме май пур. Çакă экономика енчен пăхсан та, вăхăта шута илсен те паха. Ял ĕçченĕсем çул тума пулăшнăшăн ЧР Президентне Н.Федорова тав туса пĕтереймеççĕ. Шăпах ун указĕпе çул хута кайрĕ-çке. Çавăн пекех "Мост" ОООн коллективне, ЧР хула строительствин тата инфраструктура аталанăвĕн министрне А.А.Гончарова, ДЭП-147 управдор, "Волга" директорне Р.И.Мазитова, хамăр район пуçлăхне Г.Ф.Волкова, çул-йĕр пахалăхĕн начальникне В.П.Недрова та тав сăмахĕ-сем çине-çине калаççĕ. Каламасăр. Вунă çул ытла кĕтнĕ çул тинех ĕçе кайнă-çке. Чăлăш-чалăш кĕпер вырăнне мăн кĕпер хывнă. Пылчăк çăрса малашне, тен, Тукай ялĕ çывăхĕнчи чарăну вырăнне те танккама тивмĕ. Çак çула туни "Пайгас" ял хуçалăх кооперативне те, "Тăманлă Выçли кирпĕч завочĕ" акционер обществине те çăмăллăхсем чылай кỹчĕ. Ара, завода Ульяновск, Тутарстан тата ытти тăрăхран кирпĕч илме çỹреççĕ-çке. Вĕсен çулĕ те çывăхланчĕ. Ял çыннисем те малашне Тăманлă Выçлине автобус çỹрессе шанаççĕ. Такăр çул çакна тума май парать те. Асăннă çул тăрăх эпир те район центрĕнчен яла çити çитсе куртăмăр. Çул-йĕр строителĕсем тăрăшса ĕçленĕ. Чăннипех те, район центрĕнчен çул çывăхланнă. Апла пулсан, тахçанах ялтан куçса кайнă çамрăксем те яла таврăнас шанчăк пур. Çул уçă, тăванăмăрсем!