НĔРКЕÇРЕ ШАШКА ĂСТИСЕНЕ МАНМАÇÇĔ
Вĕсенчен нумайăшĕ спорт мастерĕ ята та тивĕçнĕ. Акă, Петр Федорович Гладков шашка ăсти ячĕпе Нĕркеçре çулсеренех ăмăрту йĕркелеççĕ. 9 çул çак ăмăрту ун ячĕпе ирттернĕ. 2 çул вара Петр Федоровичпа Николай Федорович Гладковсене асăнса ăна вĕсен ячĕпе йĕркелеççĕ. Районти шашка ăстисем çак уява хутшăнма яланах хавас. Кăçал анлă ăмăрту декабрĕн 2-мĕшĕнче пулчĕ. Нĕркеç вăтам шкулĕнчи акт залне спортсменсем йышлăн пухăнчĕç. Ывăлĕсем, аппăшĕсем, тăванĕсем те ăмăртăва хастар хутшăнаççĕ. Чи малтанах шкул ачисем ăсталăха тĕрĕслерĕç. Хĕрсенчен чи маттурри Л.Вишнева пулчĕ. Шашка хăмисем çинче арçынсем те, хĕрсем те хĕрỹ тупăшрĕç. Пĕр-пĕрне парăнмасăр çĕнтерỹçĕ ята çĕнсе илессишĕн пулчĕç. Апла пулин те пĕлтĕрхи çĕнтерỹçĕсемех пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕç. С.Смирнова (Нĕркеç) ăста выляса пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Н.Степанова (Комсомольски) - иккĕмĕш. Арçынсем хушшинче Н.Индюкова (Комсомольски) çитекенни пулмарĕ, А.Волков (Нĕркеç) иккĕмĕш, Н.Прокопьев (Нĕркеç) виççĕмĕш вырăнта. Петр Федоровичпа Николай Федоровичăн шăллĕ Анатолий, йăмăкĕсем Мария, Елена, çавăн пекех ывăлĕсем те шашкăлла выляса ăсталăхне тĕрĕслерĕç. П.Ф.Гладков ывăлĕсем çĕнтерỹçĕсене грамота, парне парса чысларĕç. Ăмăртăва хутшăннăшăн тав турĕç. Вырăнти "Госсорткомиссия" патшалăх учрежденийĕ, ял поселенийĕ, шкул дирекцийĕ уява йĕркелесе ирттерме пулăшрĕç. Спортсменсене вĕри апат та çитерчĕç. Çулсеренех çакăн йышши ăмăрту йĕркелени пĕр-пĕрин хушшинчи спорт ăсталăхне тĕрĕслеме, туслăха çирĕплетме май туса парать. Хамăр таврари ăста спорт мастерĕсене сума суни, вĕсене аса илсе ăмăрту йĕркелесси - пирĕн тивĕç.