ÇУЛ ÇИТМЕННИСЕМПЕ ТĔЛ ПУЛНĂ
Çапкаланса çỹрекен ачасем ан пулччăр, çул çитмен ачасем пирĕн хушăра ан çỹреччĕр тесе чылай ĕç тăватпăр. Нумаях пулмасть çак енĕпе Тăманлă Выçли, Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕсенче вĕренекенсемпе право йĕркине пăснă пирки калаçусем ирттернĕ. Ун ĕçне район прокурорĕн заместителĕ И.Мифтахутдинов, диагностикăпа консультаци центрĕн директорĕ В.Кириллов хутшăннă. Профилактика кунне кашни ытларикунах ирттерме палăртаççĕ.
"Каçал Ен"