Чăваш хĕрĕн тепĕр çитĕнĕвĕ
Хăйсен сумлă çитĕнĕвĕсемпе палăрнă Людмила Петрова, Светлана Захарова, Алина Иванова, Лидия Григорьева, Сильвия Скворцова, Альбина Иванова, Алевтина Биктимирова марафонкăсен ячĕ-сумĕ пирĕн республикăн спорт историйĕнче яланлăхах çырăнса юлнă. Вĕсем тулли марафонра (42 километр та 195 метр) пĕр хут çеç мар çĕнтернĕ, Чăваш Республикин сумне çĕкленĕ.
Ĕнер те, акă, инçетри Гавай утравĕсем çинчи Гонолуло хулинчен тепĕр савăнăçлă хыпар çитрĕ: кунта çулсерен ирттерекен марафонра тĕнчери чи вăйлă чылай спортсменкăна хыçа хăварса пирĕн ентеш – Каçал тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ, Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче тата А.Игнатьев ячĕллĕ спорт ăсталăхĕн аслă шкулĕнче ăсталăха туптанă Алевтина Биктимирова (тренерĕ Альбина Мефодьева) иккĕмĕш вырăн йышăннă. Пĕрремĕшĕнче – командăри унăн юлташĕ, Мускав хĕрĕ Любовь Денисова. Сăмах май, пĕлтĕр Майн çинчи Франкфуртра иртнĕ марафонра Алевтина пĕрремĕш пулнăччĕ. Хальхинче те малтисен ретĕнче пулма ăна темиçе çеккунт кăна çитмен.