Комсомольский муниципальный округ

КĔНЕКЕПЕ - ÇĔНĔ ÇУЛА

Чăваш Республикин Президенчĕн Н.В.Федоровăн указĕпе килĕшỹллĕн 2007 çула Ача çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Раççейре вара 2007 çул - "Вулав çулĕ" ("Год чтения"). Çавна май кашни библиотекăн ача тата вулав çулталăкне ирттерес енĕпе меро-приятисене ирттерме шкулсене, сывлăх учрежденийĕсене, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе явăçтарса пĕрле вăй хурса пырсан ĕç витĕмлĕ те усăллă пулатех. Комсомольскинчи ача-пăча библиотеки 2006 çулхи "Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкне" пĕтĕмлетсе "Кĕнекепе - Çĕнĕ çула" вулав фестивалĕпе 2007 çула кĕтсе старта тухать. Çак уява республикăри пур библиотекăсем те уявлаççĕ. Вăл декабрĕн 18-23 числисенче пулса иртет. Вулакансен "Кĕнекепе - Çĕнĕ çула" фестивалĕ пирĕн районта раштав уйăхĕн 19-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче 15 сехетре пуçланать. Çамрăк вулакансемпе тĕл пулма ача-пăча писателĕ Тамара Крюкова килсе çитет. Хисеплĕ çамрăк вулакансем, ашшĕ-амăшĕсем, воспитательсемпе учительсем! Сире пурне те раштав уйăхĕн 19-мĕшĕнче "Кĕнекепе - Çĕнĕ çула" вулакансен фестивальне чĕнетпĕр. 



"Каçал Ен"
13 декабря 2006
00:00
Поделиться