ТАРĂН ПĔЛỸ КĂТАРТРĔÇ
Ноябрь - декабрь уйăхĕсенче шкулта вĕрентекенсемшĕн хĕрỹ тапхăр. Çак вăхăтра ачасем хушшинче олимпиадăсем иртеççĕ. Иртнĕ канмалли кунсенче тутар чĕлхипе тата литературипе, чăваш сăмахĕпе, чăваш чĕлхипе, экономикăпа, политехнологипе ачасем хăйсен пĕлĕвне тĕрĕсленĕ. Тутар чĕлхипе 9-мĕш классем хушшинче малти вырăна Чĕчкен пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулĕнче вĕренекен Т.Салеева тухнă. Иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсенче Шурут вăтам шкулĕнчи З.Шамсутдиновапа Урмаел вăтам шкулĕнчи Л.Тазетдинова йышăннă. 10-11-мĕш классенче вĕренекенсенчен И.Мезитов (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ), Ч.Шайдуллина (Тукай Мишер вăтам шкулĕ), Г.Гимальдинова (Аслă Чурачăк вăтам шкулĕ), А.Юнусова (Аслă Чурачăк вăтам шкулĕ), С.Садртдинова (Тукай Мишер вăтам шкулĕ), Л.Сулейманова (Урмаел вăтам шкулĕ) палăрнă. Чăваш сăмахĕпе Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчи А.Краснова, Н.Прокопьева, Д.Тихонова, Э.Романова, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчи Н.Михайлова, К.Пиминова, А.Шемекеева, Урмаел вăтам шкулĕнчи А.Алеева, Шурут вăтам шкулĕнчи М.Козлов тарăн пĕлỹпе палăрнă. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчи А.Венедиктова, Н.Лукиянова, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчи Л.Чернова, А.Просвирнова та чăваш чĕлхине лайăх пĕлеççĕ. Чăваш чĕлхи пуян. Тăван чĕлхене кам ăстарах пĕлет-ши? 9-мĕш класра вĕренекенсенчен И.Николаева, вуннăмĕшсенчен Ю.Иванов (Анат Тимĕрчкасси вăтам шкулĕ), Л.Воронцова (Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕ) пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Çак олимпиадăра Хирти Явăшри Н.Иванова, Хырай Ĕнелĕнчи В.Смирнова, Хырхĕрринчи Е.Коновалова, Кĕçĕн Çĕрпỹелĕнчи А.Ильина, Асанкассинчи О.Яндрова, Хырай Ĕнелĕнчи Е.Кузьмина, Нĕркеçри Л.Голланцева, Тăманлă Выçлири С.Алексеева тарăн пĕлỹпе палăрнă. Экономика предметне вĕренекенсем те тарăн пĕлỹллĕ. Я.Никифоров (Аслă Чурачăк вăтам шкулĕ), вуннăмĕшсем Л.Токмакова (Тăманлă Выçли вăтам шкулĕ), Т.Ананьева (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ), А.Никитина (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ) пĕрремĕш пулнă. Çавăн пекех Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчи Е.Данилова, Асанкассинчи Е.Фролова, Çĕнĕ Мăратри И.Афанасьева, Нĕркеçри Л.Кузнецов, Урмаелĕнчи С.Сулейманова, Хырай Ĕнелĕнчи О.Макарова хăйсен ỹсĕмĕнчи вĕренекенсенчен вăйлăрах пĕлỹпе палăрнă. Политехнологи предмечĕ пирки хăшĕ-пĕри илтмен те пулĕ. Олимпиада çак предметпа та иртнĕ. Кунта 10-мĕш классем хушшинче А.Тихонов, Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнчи Д.Тимофеев, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчи Т.Полина малти виçĕ вырăна йышăннă. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчи И.Евграфовапа Г.Зайцев иккĕмĕш - виççĕмĕш вырăнсенче пулнă. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчи В.Сумзина çĕнтерỹçĕсене пăртак çеç çитеймен. Олимпиадăсенче ачасен пĕлĕвĕ уççăн курăнать. Вĕсене тавракурăма татах та ỹстерсе пыма сĕнетпĕр.