Комсомольский муниципальный округ

ТĔЛПУЛУ АСРА ЮЛЧĔ

Пĕлетпĕр ĕнтĕ, пирĕн шкул И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш Патшалăх университечĕпе тачă çыхăну тытать. Унта ют çĕршывсенче вĕренекенсем те пĕлỹ илеççĕ. Декабрĕн 11-мĕшĕнче вĕсемпе тĕлпулу йĕркелерĕмĕр. Пирĕн вĕренекенсемшĕн Кени, Бангладеш, Судан, Марокко, Непал, Пакистан, Сири, Вьетнам, Саудов Аравийĕ патшалăхсенчен килнĕ 25 студентпа калаçу ирттерни нумайлăха асра юлĕ тетпĕр. Вĕсем хăйсен çĕршывĕнчи йăла-йĕрке, пурнăç, вĕрентỹ системи çинчен каласа пачĕç. Хăйсен патшалăхĕ çинчен асра тытма ялавсем, алфавитне, энциклопедисем, паллă вырăнсене кăтартакан открыткăсем тата ытти те парнелесе хăварчĕç. Непал çĕршывĕнчен килнĕ хăнасем пирĕн вĕренекенсене Эверест тăвĕ çине хăпарса пăхма хăнана чĕнчĕç. Тĕлпулура тĕлĕнмелли те пулчĕ. Непал çĕршывĕн-чи пĕр студент чăвашла "Кукаçипе куками" юрра юрласа пачĕ. Ун хыççăн хăй халăхĕн юррине шăрантарчĕ. Кенирен килнĕ студентсем те тĕлпулура чăтса тăраймарĕç. Вĕсем те хăйсен чĕлхипе юрă юрларĕç. Пирĕннисем те юрра-ташша ăста иккен. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн директорĕ Г.Е.Длинов "Вĕç, вĕç куккук" юрăпа хăнасенчен юлмарĕ. Ачасем-шĕн çак тĕлпулу асра юлчĕ. Темиçе кун иртсен те ун пирки калаçусем татăлма-рĕç. Çакăн пек тĕлпулусем йĕркелени ачасемшĕн паха, вĕсене тĕрлĕ патшалăхсенчи пурнăçа, йăла-йĕркене пĕлме май парать.



"Каçал Ен"
16 декабря 2006
00:00
Поделиться