Унăн тĕнчи – кĕнекесем
… Вĕсем аслă çул çине тухрĕç, иртсе каякан машинăсене чарма шутларĕç. «Ну, хĕрсем, ăсталла васкатăр?» - кабина алăкне усса ыйтрĕ водитель. «Петя тете-çке ку, мĕнле лайăх. Сирĕнпе Хирти Шăхасанах çитме пулать», - савăнсах калаçрĕ хĕр хăйсен ялĕнче пурăнакан Петр Семеновичпа. Çанталăк самаях сивĕтнĕ. Кабинăра вара ăшă та хăтлă. Хĕрсем водительпе калаçса пыраççĕ. Ара, мĕнле савăнмăн-ха. Каç пуличчен ялах çитеççĕ-çке вĕсем.
Çĕрпÿ районĕнчи Чурачăк патĕнче вĕсене темĕскер вăйлăн пырса çапрĕ те Галя тăнне çухатрĕ. Водительпе тепĕр хĕре нимех те пулман, унта-кунта пĕчĕк сурансем кăна вĕсен. Галя вара питĕ вăйлă суранланнă, юн нумай çухатнă. Вилнĕ пек выртаканскере Чурачăк больницине илсе çитерчĕç. Хирург унăн пурнăçне çăлса хăварассишĕн нумай тăрăшрĕ. Пилĕк талăкран хĕр тăна кĕчĕ, куçне уçрĕ. Пĕр кравать çинче пиччĕшĕ Володя выртать. Мĕншĕн кунта вăл, мĕн пулнă? Унтан тĕпсĕр авăра путрĕ. Кăшт вăхăт иртсен каллех тăна кĕчĕ, хăй мĕнле сăлтавпа больницăна лекнине те пĕлчĕ. Амăшĕ те, пиччĕшĕ те черетпе кашни кун ун умĕнче ларнă иккен, вăл сываласса шаннă. Икĕ уйăхран хĕр больницăран тухрĕ. «Хальлĕхе ăна канăçсăрланма юрамасть, вĕренме те тăхтатăр. Канлĕх кирлĕ» - терĕ хирург.
Галя килте пурăнчĕ. Пĕр вăхăт районти «Октябрь ялавĕ» хаçат редакцийĕнчи типографире хаçат çапрĕ. Вăл пĕрле ĕçленĕ Геннадий Уткина, Юрий Скворцова, Петĕр Эревете, Людмила Бариновăна, Вера Макаровăна халĕ те ăшшăн аса илет.
«Клубра заведующи кирлĕ. Эсĕ пултармалла. Килĕшетĕн-и? – терĕ пĕррехинче вĕсем патне ятарласа килнĕ Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнчи ял Канашĕн председателĕ Герольд Онуфриевич Ракчеев. «Питĕ лайăх çынччĕ вăл. Пурне те ăнланма, пулăшма тăрăшатчĕ. Хальхи ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Герольдович - унăн ывăлĕ. Вăл та ашшĕ пекех», - тет Галина Викторовна Любимова.
Районти культура пайĕн заведующийĕ Марс Васильевич Орлов хĕре савăнсах ĕçе илчĕ. Ара, клубра çамрăксен ĕçлемелле, ялти хĕрсемпе каччăсен, халăхăн канăвне йĕркелеме тăрăшмалла. Хĕр клубра нумаях ĕçлемерĕ, Кĕçĕн Çĕрпÿел библиотекинче вырăн пулчĕ. Кунти ĕç ăна питĕ килĕшрĕ. Мĕн чухлĕ кĕнеке, хаçат-журнал… Район библиотекинчен килнĕ Алевтина Зайцева ăна кунти ĕçпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Çавăнтанпа вĕсен туслăх кĕперĕ хывăнчĕ. Савăнăçне те, хурлăхне те пĕрле пайларĕç.
Хĕр ялти çамрăксемпе пĕр чĕлхе тупрĕ. Вĕсем пулăшнипе тĕрлĕ мероприяти ирттерчĕ – литература каçĕсем, вулав конференцийĕсем, тĕрлĕ темăсемпе калаçусем, викторинăсем… культура çурчĕ çумĕнчи художество пултарулăх коллективĕн чи активла членĕ пулса тăчĕ. Шăнкăрав саслă хĕр ял çыннисене юрăсемпе савăнтарчĕ. Çав вăхăтрах Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищинче куçамсăр майпа вĕренчĕ. Хăйĕн пулас мăшăрне те ялтах тупрĕ. 1977 çулта вĕсем çемье çавăрчĕç. Галина Викторовнăпа Владимир Семенович пĕр-пĕрне хисеплеççĕ, килĕштерсе пурăнаççĕ. Вĕсем виçĕ ача çуратса ÿстерчĕç.
Сăмах май, Галина Викторовна хăй суйласа илнĕ ĕçне чĕререн юратать. Ял çыннисене килĕшекен кĕнекесем тупса пама пулăшать. Акă, 70-тен иртнĕ Василий Иванович Захаров Хирти Шăхасантан Кĕçĕн Çĕрпÿел библиотекине тăтăшах килет, кĕнеке нумай вулать. Шкулта вĕренекен Катя Карпова, Настьăпа Саша Арсентьевсем, Ксения Соколова та – библиотекăн çывăх тусĕсем. «Пире Галина Викторовна яланах ăшшăн кĕтсе илет. Кенекесем суйласа илме пулăшать, кунта иртекен мероприятисене хутшăнтарать», - теççĕ вĕсем.
Г.Любимова халĕ тĕслĕх библиотека уçас енĕпе нумай тăрăшать.
Пур енĕпе те пултаруллă хĕрарăм вăл. Темиçе хутчен те районти чи лайăх библиотекарь ятне çĕнсе илнĕ. Хастар та вĕри чун-чĕреллĕскер нумаях пулмасть 55 çул тултарчĕ. Çак паллă кун ячĕпе ăна çывăх çыннисем ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăх, ÿсĕмсем, çемьере телей сунчĕç.