ИКĔ ЧĔЛХЕ - ИКĔ ĂС
Халăхра "икĕ чĕлхе - икĕ ăс, виçĕ чĕлхе - виçĕ ăс",- тенĕ. Çакна Нĕркеç вăтам шкул ачисем тĕпе хурса ик чĕлхе: акăлчан тата нимĕç чĕлхисене интересленсех вĕренеççĕ. Нумаях пулмасть шкулта ют чĕлхесен эрнелĕхĕ иртрĕ. Уйрăмах кăсăкли - икĕ чĕлхепе юрлани, сăвăсем калани, юмахсемпе сценкăсем кăтартни пулчĕ. Концерта йĕркелекенсем Г.И. Смирновăпа Н.В.Голландцева вĕрентекенсем пулчĕç. Çак эрнелĕх тĕрлĕ мероприятисемпе пуян пулчĕ. 2-мĕш класра вăйăсем, 3-мĕшĕнче - КВН, 5-мĕш класра - акăлчан уявĕсем иртрĕç. 6-мĕшсем хушшинче чи маттурри Сергей Петров пулчĕ. 7-мĕшпе 8-мĕш классенче "Çăлтăрлă сехет" вăйăсем иртрĕç. Çĕнтерỹçĕ ятне Саша Голыевпа Катя Тимофеева тивĕçрĕç. 9-мĕш класра нимĕç чĕлхипе уçă урок пулчĕ. 10-мĕшсем нимĕçле "Телейлĕ самант" тата акăлчанла "Кам миллионер пуласшăн?" вăйăсенче тупăшрĕç. Чи маттуррисем вара Алеша Николаев, Галя Исаева тата Марина Ефремова пулчĕç. 11-мĕшсем хăйсем вĕренекен çĕршывсем çинчен мĕн пĕлнипе викторинăра кăтартрĕç. Çĕнтерỹçĕ ятне Леонид Кузнецовпа Надя Павлова илчĕç. Акăлчанла чи лайăх калаçаканни вара Мальвина Петрова пулчĕ. Эрнелĕх пĕтĕмлетĕвĕсемпе чи хастаррисем грамотăсемпе призсем илме тивĕçлĕ пулчĕç.