Комсомольский муниципальный округ

КĔНЕКЕПЕ - ÇĔНĔ ÇУЛА

Раштавăн 18-23 мĕшĕсенче Чăваш Енре Раççей Федерацийĕн пичет тата массăллă коммуникаци агентствин пуçарăвĕпе ача-пăча тата çул çитменнисем валли "Кĕнекепе - Çĕнĕ çула" вулав фестивалĕ иртет. Фестивалĕн тĕп тĕллевĕ - ачасен ăс-хакăлне аталантарасси, çамрăксен пултарулăхне ỹстересси, вĕсене хавхалантарса пырасси. Фестиваль эрнинче Чăваш Енре тĕрлĕ мероприятисем ирттерме палăртнă. Çавна май декабрĕн 19-мĕшĕнче районти кану центрĕнче савăнăçлă лару-тăрура фестивале уçрĕç. Чи малтанах кĕнеке уявне "Теремок" юмахпа пуçларĕç. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн 3-мĕш "б" класс вĕренекенĕсем шанса панă рольсене илемлĕн вылярĕç. Куракансене юрă-ташă парнелерĕç. Ача-пăча библиотекин заведующийĕ Г.Зайнуллина чи нумай кĕнеке вулакансене палăртрĕ. Чи маттуррисем: Настя Макарова, Настя Шингалова, Катя Боровкова, Юлия Шадрина грамота илме тивĕç пулчĕç. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн 3-мĕш "б" класс вĕренекен те чи нумай вулакансен йышĕнче. Библиотека ертỹçи ыттисене те кĕнекепе туслă пулма йыхравларĕ. Районти вĕрентỹ управленийĕн культура енĕпе ĕçлекен çумĕ В.Васильев залра ларакансене саламларĕ. 2006 çул Чăваш Республикинче - Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ. Çавна май ачасем валли вулав уявĕ йĕркелени калама çук паха пулнине палăртрĕ. "Кĕнекепе - Çĕнĕ çула" фестивале хастар хутшăнма, кĕнекепе яланах туслă пулма сĕнчĕ. Палăртнă фестивале анлăн йĕркелеме, ача-пăчасемпе тĕл пулу ирттерме Мускавран çыравçăсем килсе çитнĕ. Вĕсенчен пĕри - Тамара Крюкова. Вăл вулав уявĕнче шкул ачисемпе тĕл пулчĕ. Хăйĕн пултарулăхĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Пичетленсе тухнă кĕнекесем çинче чарăнса тăчĕ. Сăмах май унăн паллăрах кĕнекисене асăнса та хăварас килет. "Арифметика малышам", "Пастушья сумка", "Капля", "Задачки сосчитайки", "Задачки шутки", "Гений по неволе", "Костя + Нина" кĕнекесене тен хăшĕ-пĕри вулама та ĕлкĕрнĕ. Вуламаннисене вара çитес вăхăтрах вĕсемпе паллашма сĕнес килет. Т.Крюкова тĕрлĕ кĕнекесем шăрçалать. "Пĕр кĕнекепе çеç лармастăп, тĕрлĕ йышши темăсене хускатма тăрăшатăп",- тет вăл. Шкул ачисем те унăн пултарулăхĕпе интересленсе тĕрлĕ ыйтусем пачĕç. Т.Крюкова фестивале хутшăнса тĕлпулăва парнепе килнĕ. Вăл районти библиотекăсене хăйĕн кĕнекисене тата ытти çыравçăсен кĕнекисене парнелерĕ. Ачасене вĕсемпе паллашма сĕнчĕ. Унта кăсăклантаракан калавсем йышлă пулнине палăртрĕ. Районти искусство шкулĕн вĕренекенĕсем ташă парнелерĕç. "Ыйту-хурав" викторинăра та ачасем хастар пулчĕç. Фестиваль çỹллĕ шайра иртрĕ.



"Каçал Ен"
23 декабря 2006
00:00
Поделиться