КУЛЛЕНХИ ЫЙТУСЕНЕ ТИШКЕРЧĔÇ
Кашни уйăхрах республикăсенчи районсенче министерство кунĕсем иртеççĕ. Хальхинче пирĕн района тариф службин представителĕсем килнĕ. Вĕсемпе район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн начальникĕ М.В.Кокорева малтанах тĕл пулса калаçнă. Республикăри тариф службин право тата пĕтĕмĕшле организациллĕ секторĕн специалисчĕ Д.К.Германов тата ăшă паракан энергин тарифĕсене контроллекен тата йĕркелесе пыракан уйрăм консультанчĕ Л.П.Ханенко районăн кăçалхи социаллă-экономикăлла аталанăвĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем çинче чарăнса тăнă, çивĕч ыйтусене хускатнă. Ун хыççăн вĕсем администрацин пысăк залĕнче агропромышленноç комплексĕнче ĕçлекенсен профсоюз райкомĕн пленумĕн ĕçне хутшăннă. Комсомольски, Чĕчкен, Урмаел ял поселени-йĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Министерство кунĕнче тĕрлĕ ыйту пăхса тухнă. Вăл шутран çитес çулхи бюджет политики, ялти çамрăк специалистсене тата çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси, тỹлевсĕр медицина пулăшăвĕ парас, уйрăм хуçалăх тытакан хуçалăхсене патшалăх пулăшăвĕ мĕнле панине тишкернĕ. Тариф службин представителĕсем 2007 çулхи тарифсене йĕркелесси мĕнле пулса пырасси пирки сỹтсе явнă. Министерство кунне ахальтен ирттермеççĕ ĕнтĕ. Кашни районта пурăнаканах кăсăклантаракан, чунне ыраттаракан ыйту пурах. Министерство кунне хутшăнакансем çав ыйтусене ЧР Правительствин шайне çитереççĕ.