ВĔСЕМ - ÇĔРШЫВ ПУЛАСЛĂХĔ
Район администрацийĕ çумĕнче çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссийĕ пур. Унăн тĕллевĕсем мĕнле? Ачасемпе мĕнле мероприятисем йĕркелеççĕ? Çакă тата ытти ыйтусем тавра пычĕ пирĕн калаçу асăннă комиссин яваплă секретарĕпе Л.М.Пушкинапа.
- Любовь Михайловна, эсир тата комисси членĕсем час-часах ялсенче, шкулсенче пулатăр пулĕ?
- Унсăр мĕнле-ха? Эпир ăнăçсăр çемьесене куçран вĕçертместпĕр тесе каламалла. Кашни уйăхăн 1-мĕш ытларикунĕнче профилактика кунĕ ирттеретпĕр. Вăл кун вара районти тĕрлĕ органсенче ĕçлекенсемпе çула тухатпăр. Вырăнта вăл е ку çемьери çул çитмен ачан пурнăç условийĕсене тĕпчетпĕр. Ашшĕ-амăшĕ ăна воспитани пама пултарать-и? Ачан уроксене хатĕрленме условисем пур-и? Апат-çимĕç, тумтир енĕпе лару-тăру мĕнле? Тата ытти ыйтусемпе те интересленетпĕр. Кунсăр пуçне ашшĕ-амăшĕпе, ачапа калаçусем ирттеретпĕр.
- Çакăн усси пур-и?
- Пур тесех каласшăн. Эпир çакăншăн тăрăшатпăр та. Акă, январĕн 10-мĕшĕнче Александровка ял поселенийĕнчи ялсене тухса профилактика кунĕ ирттертĕмĕр. Кунта эпир ăнăçсăр 9 çемьене шута илнĕччĕ. Вĕсем патне çитсе курсан, унти лару-тăрупа паллашсан 5 çемьене учетран кăлармалла пулĕ тесе шутларăмăр. Вăл çемьесенчи çул çитмен ачасен пурнăçĕ тивĕçтермест пек. Анчах та профилактика кунĕнче ăнăçсăр тата 2 çемьене тупса палăртрăмăр. Вĕсемпе ĕçлетпĕр.
- Ун пек çемьесене е çул çитмен ачана комисси мĕнпе пулăшма пултарать-ха?
- Çынсем-çынсемех. Ашшĕ-амăшĕ эпир пырса кайсан пăртак пуç тавра шухăшласа та илет пулĕ. Тепĕр чухне ăнлантару ĕçĕсем те тума тивет. Вĕсем пулăшу илме ăçта каймаллине, мĕнле инстанцисене çитмеллине те пĕлмеççĕ. Акă, пĕр çемьере ача укçи илмелли йĕркене ăнланса çитменни те палăрчĕ. Эпир ку енĕпе калаçу ирттернĕ хыççăн вĕсем малашне ача укçи илеççех пулĕ тесе шутлатăп. Уйрăмах ăнăçсăр çемьене эпир çулталăкра 4-5 хутчен те çитетпĕр. Ял поселенийĕсем, шкулсем урлă вĕсене куçран вĕçертместпĕр.
- Любовь Михайловна, ăнăçсăр çемьесене мĕнле тупса палăртатăр?
- Вĕсем кашни ялтах пур тесен те йăнăш пулмасть. Эпир, каларăм ĕнтĕ, ял поселенийĕсемпе, шкулсемпе тачă çыхăнса тăратпăр. Ун пек çемьесем çинчен пĕлсен çийĕнчех вĕсем патне çитсе лару-тăрупа паллашатпăр. Ашшĕ-амăшне комиссие чĕнни те пулнă. Каçхине рейдсем те ирттернĕ.
- Паянхи кун тĕлне сирĕн комиссире миçе ăнăçсăр çемье шутра тăрать?
- Шел пулин те, вĕсен йышĕ ỹсни курăнать. Пĕрисене ачисен пурнăç условийĕсене лайăхлатнăшăн учетран кăларатпăр, вĕсен вырăнне теприсем тупăнаççĕ. Тупăнаççĕ тени тĕрĕсех те мар, мĕншĕн тесен вĕсем пирĕн хушăрах пурăнаççĕ. Анчах та вĕсене курмăш пулатпăр-ши? Тепĕр чухне вĕсен пурнăçне кỹршисем те пĕлмеççĕ тейĕн. Хальхи вăхăтра пирĕн комиссире 54 çемье шутра. Каларăм ĕнтĕ, вĕсенче çул çитмен ачасемпе интересленсех таратпăр.
- Асăннă çемьесене пулăшма çăмăл мар. Ку енĕпе ĕç тăвакан ытти органсене те явăçтаратăр-и?
- Паллах. Район пуçлăхĕн çумĕ Г.М.Киргизов (вăл çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комисси председателĕ) яланах ку ыйтусемпе интересленет. Александровка ял поселени-йĕнчи профилактика кунĕнче район прокурорĕн помощникĕ Е.В.Илларионов та пулчĕ. Районти тĕп больницăпа, халăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен центрпа, вĕрентỹ пайĕпе те, çамрăксемпе ĕçлекен специалистпа, социаллă хỹтлĕх пайĕпе, районти шалти ĕçсен пайĕпе, опека органĕпе те пĕрле тачă çыхăнса ĕçлеме тивет.
- Темиçе хутчен асăрхаттарсан та, мерăсем йышăнсан та ачасене йĕркеллĕ çитĕнме, ỹсме май туса паман çемьесем те пур пулĕ?
- Тĕлĕнмелле. Хăйĕн варĕнче йăтса çỹресе пурнăç панă амăшĕ ачине кирлĕ пек пăхманнине ăнланма çук. Вĕсем мĕн çиеççĕ, мĕнле тумпа çỹреççĕ - хăш-пĕр ашшĕ-амăшне интереслентермест. Воспитани пирки калама та çук. Ачисем мĕн тăваççĕ? Вĕсем килте-и е шкулта - çемье пуçĕшĕн пурпĕрех. Кун пек чухне чĕрене ыраттарса та çирĕп мерăсем йышăнма тивет. Иртнĕ çул 8 ашшĕ-амăшĕнчен (пурĕ 21 ача) ашшĕ-амăш прависене туртса илнĕ. Урăхла май çук. Ачан пурăнмалла, вĕренмелле. Енчен те ашшĕ-амăшĕ çакна тума пултараймасан урăххисем пулăшаççех пулĕ. Тен, тĕрĕс воспитани парсан, ачана гражданин пек хисеплесен унран çĕршывшăн питĕ кирлĕ çын та пулса çитĕнĕ.
- Любовь Михайловна, юлашкинчен мĕн каланă пулăттăр?
- ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров кăçалхи çула "Ача çулталăкĕ" тесе палăртрĕ. Апла пулсан, ачасен пурнăçĕпе интересленсех тăрасчĕ. Кунта общественноçăн та айккинче тăмалла мар. Ачасем пирĕн пуласлăх çеç мар, çĕршыв пуласлăхĕ те. Ашшĕ-амăшĕсем, сирĕн ывăл-хĕрĕрсен пит-куçĕнче яланах сар хĕвел пек кулă йăлкăштăр, сирĕн чĕресене хавхалану кỹтĕр.